Çăра, — питĕрекен хатĕр. Ăна алăксене, хуплашкасене, савăтсене питĕрме, тата çавăн пекех тĕрлĕ япаласене вăрласа каясран сыхлама усă кураççĕ. Çăрасем темиçе тĕрлĕ пулаççĕ: çакăнса тăраканнисем тата шалти çăрасем. Ĕç мелĕпе вĕсем электричествăллисем тата механикăллисем пулаççĕ.

Кĕлĕт çăрисем тӳрлет

XVII ĕмĕрте чăвашсене тимĕрпе ĕçлеме чарнă хыççăн вĕсен ирĕксĕрех çăрасене йывăçран тума тивнĕ. Вăл çăрасем пысăк пулнă. Кĕлĕт çине пăтасемпе çапса хунă пулнă.

Уçма вăл çăрана ятарлă йывăç çăраççине усă курса уçнă, питĕрĕнме вара хăйех питĕрĕннĕ.