Ефимова Серафима Мироновна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
малти пайра пур!!!
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
6-мĕш йĕрке:
 
== Кун-çулĕ ==
Тăватă ачаллă хресчен çемьинче çуралса ӳсрĕ. Ашшĕ Мирон Иванович Иванов, амăшĕ Фекла Никитична (Хветле) ятлă пулнă. Серафима чи аслă ачи пулнă, кĕçĕнреххисем — Надежда, Тоня, Толя. Тоня [[Чулхула ют чĕлхесен институчĕ|Чулхула ют чĕлхесен институтĕнче]] пĕлӳ илнĕ, çав тăрăхрах юлнă. Надя, Толя тата амăшĕ [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]] вĕçленсен çынсене вербовкăпа [[Калининград облаçĕ|Калининград облаçне]] ĕçлеме илсе кайнă вăхăтра, [[1946]] çулта, унта çул тытнă.
 
Çавра питлĕ-куçлă, чĕвĕл-чĕвĕл уçă сасăллă, вун çиччĕ тултарнă хĕр артистка пулас ĕмĕт-тĕллевпе Шупашкара çул тытнă. Тĕп хулара Серафимăна ырă кăмăллă пĕр çын, унăн сасă илемлĕхне курса-туйса-ши, ăна [[Чăвашрадио|Чăваш радиона]] кĕрсе пăхма сĕнет. Текст вулаттарса тĕрĕслесе пăхнă хыççăн тӳрех диктора йышăннă. Часах малтанхи сăмах çумне «редактор» сăмах та çырса хураççĕ.
12-мĕш йĕрке:
Серафима [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]не хутшăннă — вăрçă хирне [[1942]] çулхи [[ака]] уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе кайнă. Тепĕр çулхи çу уйăхĕччен — вăл Хĕвел тухăç фрончĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен батальонăн сăнавçи, унтан сăнав пункчĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. [[1943]] çулхи [[çу]]-[[чӳк]] уйăхĕсенче 103-мĕш артиллери дивизийĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен аслă разведчикĕ тата ытти те.
 
Çартан таврăнсан Серафима Мироновна тӳрех хăйĕн юратнă ĕçне кӳлĕннĕ. Чăваш радио çуртĕнче кунне ирттернĕ. Халăха чăваш çĕрĕн хыпарĕсемпе паллаштарнă, радио инсценировкăсем ирттерме хутшăннă-пулăшнă. Общество ĕçне те хутшăннă. Уйрăмах [[Мире хӳтĕлекен фондрафонд]]ра хастарлăх кăтартнă. Фондăн республикăри комитечĕн членĕнче вун-вун çул ĕçленĕ. Пурнăç тăршшĕнче Мир фондне пин-пин тенкĕ укçа хывнă. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Серафима Мироновна Мир фончĕн медальне, ытти наградăна тивĕçнĕ.
 
Серафима Мироновна Ефимова чĕри [[1988]] çулхи [[Утă, 27|утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче]] тапма чарăннă. Халăх юратнă диктор 71 çул тултариччен пĕр кун пурăнса çитеймен.
 
Серафима Мироновна Ефимовăн наградисем тата ытти чылай япали пĕлтĕртенпе Чăваш телекуравĕпе радио комитечĕ йĕркеленĕ музейре упранаççĕ.