Ефимова Серафима Мироновна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
→‎Кун-çулĕ: пăртак тĕпленрех
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
малти пайра пур!!!
11-мĕш йĕрке:
 
Серафима [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]не хутшăннă — вăрçă хирне [[1942]] çулхи [[ака]] уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе кайнă. Тепĕр çулхи çу уйăхĕччен — вăл Хĕвел тухăç фрончĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен батальонăн сăнавçи, унтан сăнав пункчĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. [[1943]] çулхи [[çу]]-[[чӳк]] уйăхĕсенче 103-мĕш артиллери дивизийĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен аслă разведчикĕ тата ытти те.
 
Серафима Мироновна старшина çарти хăюлăхпа тавçăрулăхшăн I степень Тăван Çĕршыв вăрçи орденне, «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале, юбилей медалĕсене — пурĕ вунна яхăн вĕсем — тивĕçнĕ.
 
Çартан таврăнсан Серафима Мироновна тӳрех хăйĕн юратнă ĕçне кӳлĕннĕ. Чăваш радио çуртĕнче кунне ирттернĕ. Халăха чăваш çĕрĕн хыпарĕсемпе паллаштарнă, радио инсценировкăсем ирттерме хутшăннă-пулăшнă. Общество ĕçне те хутшăннă. Уйрăмах Мире хӳтĕлекен фондра хастарлăх кăтартнă. Фондăн республикăри комитечĕн членĕнче вун-вун çул ĕçленĕ. Пурнăç тăршшĕнче Мир фондне пин-пин тенкĕ укçа хывнă. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Серафима Мироновна Мир фончĕн медальне, ытти наградăна тивĕçнĕ.