Щусев Алексей Викторович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: thumb|Щусев Алексей Викторович '''Щусев Алексей Викторович''', — вырăс архитектор. [[1873...
 
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
6-мĕш йĕрке:
==Кун-çулĕ==
Амăшĕ — Мария Корнеевна Зозулина (хĕр чухнехи хушамачĕ), ашшĕ — Виктор Петрович Щусев. [[1891]]-[[1897]] çулсенче Л. Н. Бенуапа И. Е. Репинăн Ӳнер Академийĕнче вĕреннĕ. [[1895]] çулта Д. П. Шубин-Поздеев генерал вилни çинчен илсен унăн арăмĕ патне никамран та сĕнӳ илмесĕр эскизпа пынă, упăшкин вил тăпри çинчи палăкне ăçталама ăна хушма ыйтнă. Çапла вара Александр-Нева лаврĕнче тăваткал часовня вырнаçнă.
 
[[1896]] çулта вăл «Барин усадьби» диплом проектне хатĕрленĕ, уншăн ылтăн медале тивĕçнĕ. Вăл ĕçшĕн çавăн пекех вăл чикĕ леш енне кайма май илет. Щусев Вăтам Азине çул тытать, [[Самарканд]]а кĕрсе курать. Археологи экспедицийĕ шутĕнче [[Уксах Тимур]] вил тăприне тĕпчет. [[1899]] çулччен Алексей Щусев [[Тунис]]ра, Анăç Европăри патшалахсене çитсе курать.
 
[[1904]] çулта вăл [[Овруч]]а çитет, унти [[XII ĕмĕр]]ти таса Василий чикрĕвне юсанă çĕре хутшăнать. [[1908]]—[[1912]] çулсенче Мархвипе Мари обитель проектĕнче вăй хурать.
 
[[1910]] çулта Ӳнер Академийĕн академикĕ пулса тăрать. [[1913]] çултанпа [[Мускав]]ра пурăнма тытăннă. [[1914]] çулта вара Хусан вокзалĕн комплексĕпе ĕслеме тытăнать.
 
Вăрçă хыççăн Щусев Мускавра археологи музейне йĕркелет те мĕн виличчен унăн директорĕ пулса ĕçлет. Çак çулсенче вăл вăрçă хушшинче самай арканнă хуласене çĕнĕрен çĕклеме пулăшать.
 
==Ĕçĕсем==