Ылттăнпик: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
11-мĕш йĕрке:
[[1236]] çулта тутар-монголсем каллех Атăлçи Палхар çĕрĕсене тапăнаççĕ. кун чухне вĕсем пысăк çар пухса килнĕ, пăлхар-чăвашсен çăрĕнчен 10-12 хут йышлăрах. Çапахта монголсем çĕршыв варрине кĕме пултараймаççĕ. Вара çак хушăра вĕсене [[Каçи-Параç]] сутăнчăк пулăшать, вăл вара пысăк çарпа вăрттăн çулсемпе кайма шухăшлать. Çавăнпа Ылттăнпик хăйне хупăрласа илесрен, çĕршыв варринелле, хăйĕн шĕкĕр хулине — çирĕп хӳмесемпе хӳтĕленĕ Аслă Пӳлере — чакать. Авăн уйăхĕн варринче тутар-монголсем хулана хупăрласа илеççĕ. 45 кун хушши хулана хӳтĕлекенсем арăслансем пек çапăçнă. Çапăçура Чингис-ханăн чи кĕçĕн ывăлĕ — Кулкан пуçне хунă. Кулкан вилнĕ хыççăн тутар-монголсем хула патне пĕтем çарне пухаççĕ те 1236 çулхи [[чӳк, 5]] Атăлçи Пăлхар шĕкĕр хулине Аслă Пӳлере çĕмĕрсе тăкаççĕ. Çакăнтах, халăха хӳтĕлесе Ылттăнпик пуçне хурать. Ылттăнпик вилнине пĕлсессĕн унăн арăмĕ хăйĕн хĕрĕпе пĕрле çӳллĕ кермен тăррине хăпарать те унтан çĕрелле, тăшман сăннисем çинелле сикет. Ылттăнпик арăмне мăсăльманла Хатима, пăлхар-чăвашла [[Айраслу]] тесе чĕннĕ.
 
== Вуламалли ==
== Унăн çинчен çырнă кĕнекесем ==
 
* [[Ăста Наçтук]], "Ылттăнпик".
* [[Юхма Мишши]], «Авалхи чăвашсем, [[Шупашкар]], [[1996]].
 
[[Категори:Атăлçи Пăлхар]]
[[Категори:Чăваш паттăрĕсем]]