Википеди:Малтанхи утăмсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
22-мĕш йĕрке:
 
==5-мĕш утăм. Статьяна тĕрĕс çырăрма пуçлăр==
Статьяна пуçланă чухне чи малтан ун ятĕнчен пуçламалла. Вара тире паллине лартса кĕскен ăна ăнлантарса памалла. Статья ятне хулăм шрифтпа палăртмалла. Тĕслĕхсем: «'''''Вăйă тĕнчи''', — сăнарлă вăйăри ĕçсем пулса иртекен вырăн...''», «'''''Михайлов Спиридон Михайлович''', — пĕрремĕш чăваш [[историк]]ĕ, [[этнограф]]...''». Ан манăр, вырăсларан улшăнмасăр кĕнĕ сăмахсенче ё вырăнне е çырма, тире вырăнне дефис çырма кирлĕ мар.
 
==6-мĕш утăм. Статьяна çырăр==
Статьян калăпăшĕ 500 саспаллинчен кая мар пулмалла. Статьяна çырнă чухне нихăш енне йышанмасăр çырма тăрăшăр. Тепĕр майлă каласан — нейтральлĕ çырăр. Енчен те статья теми темиçе курăмлă пулсан — кашни енне уçса пама тăрашăр. Çавăн пекех статьяна çырнă чухне автор прависене ан пăсăр. Энциклопеди ирĕклĕ пулмашкăн унти статьисем автор прависене пăсмалла мар.