Павлов Иван Павлович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
6-мĕш йĕрке:
[[1942]]-[[1945]] çулсенче Калининăри педагогика училищинче, [[1945]]-[[1949]] çулсенче [[Шупашкарти педагогика институчĕ]]нче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн ăна СССР Ăслăлăхсен академийĕн Чĕлхе ăслăлăхĕн ининститучĕн аспирантурине вĕренме янă, [[1953]] çулта «Деепричастия в чувашском языке и их синтаксические функции» темăпа кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕлесе [[Шупашкар]]а ăслăлăх тĕпчев институтне ĕçлеме таврăннă. Кунта вăл [[1957]] çулччен ĕçленĕ, чăваш [[грамматика|грамматикин]] хăш-пĕр ыйтăвĕсем пирки республикăра ирттернĕ дискусси материалĕсене пĕтĕмлетес ĕçе активлă хутшăннă. [[1957]]—[[1967]] çулсенче Иван Павлов Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче, [[1967]]—[[1971]] çулсенче [[Чăваш патшалăх университечĕ]]нче [[чăваш чĕлхи]]не вĕрентнĕ. [[1971]] çултан пуçласа пенсие тухичченех [[Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ]]н чĕлхе пайĕнче чăваш литература чĕлхин ăслăлăх грамматикине çырас тĕлĕшпе ĕçленĕ.
 
Иван Павлов — [[чăваш чĕлхи]] ăслăлăхĕн [[морфонологи]] пайне никĕслекенĕ. [[Синтаксис]] ыйтăвĕсемпе те унăн статйисем тăтăшах пичетленсе пынă. Чăваш [[лексикографи]]йĕн юлашки 30—40 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсенче унăн тӳпи пысăк: вăл [[орфографи]], вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла [[словарь]]сем хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă авторсенчен пĕри. Тĕпчевçĕ паллă чĕлхеçĕсен (Золотницкий [[ЗолотницкинЗолотницкий Николай Иванович|Н.И.Золотницкин]], [[Ашмарин Николай Иванович|Н.И.Ашмаринăн]], [[Тимофеев Фёдор Тимофеевич|Ф.Т.Тимофеевăн]], [[Матвеев Тимофей Матвеевич|Т.М.Матвеевăн]], [[Васильев Алексей Ильич|А.И.Васильевăн]]) пурнăçĕпе ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлне тишкерес тĕлĕшпе те нумай вăй хунă.
 
Иван Павлов — [[шкул]]сем валли пичетленсе тухнă [[чăваш чĕлхи]] вĕренӳ кĕнекисен, методика кăтартăвĕсен авторĕ те. Унăн чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли [[фонетика|фонетикăпа]] [[морфологи]] учебникĕ 15 кăларăмпа пичетленсе тухнă.
 
==Ĕçĕсем==