Пахра: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
5-мĕш йĕрке:
Пахра ҫӑлкуҫӗ Кейӳ ҫулӗн Бекасово-1 станцийӗпе Мускав чукун ҫулӗн Пысӑк ункинчен 3,8 ҫухрӑм ҫӳрҫӗр-анӑҫалла, Наро-Фоминск районӗнчи шурлӑхсенче вырнаҫнӑ. Юханшыв Раменски районӗнчи Мячково посёлокӗпе юнашар Мускав шывне юхса кӗрет. Ейӳ сарлакӑшӗ — 100–200 метр, вӑтам юхӑмри сарлакӑшӗ 15–20 метр, анат вырӑнсенче — 30–40 метр.
 
Юханшыв ҫулӗ кукӑр-макӑр. Шыв тӑрӑмне хакласан Пахрӑна Атӑл типӗпе ҫыхӑнтарма пулать, вӑл ытларах енӗпе юр шывӗсем тулать. Ҫуллапа кӗркунне юханшыв ҫумӑрпа тата ҫӗр айӗнчи шывпа тулать, хӗлле — ҫӑлкуҫсенчен. Ейӳ пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланать, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗҫленет. Юханшыври шыв 6 метр ҫити ҫӗкленет. Пахра чӳк–раштав уйӑхӗсенче шӑнса ларать, пуш уйӑхӗн вӗҫӗпе ака уйӑхӗсенче пӑртан тасалать. Юханшыв вӑрринчен 36 ҫухрӑм ҫӳлерех виҫнӗ ҫулталӑк хушшинчи вӑтам шыв тӑкакӗ — 9,95 м³/ҫ, ҫакӑ ҫулталӑкра унӑн калӑпӑшӗ 0,314 км³/ҫул танлашнине кӑтартать.
 
Пахра шывне хими тӗлӗшӗнчен тӗпчесен вӑл гидрокарбонатлӑ-кальциллӗ пулнине палӑртнӑ, ҫавна май ӑна валдай юханшывӗсен йышне кӗртеҫҫӗ.
[[Категори:Мускав юханшывĕсем]]
[[Категори:Мускав юпписем]]