Эсливанова Капитолина Никитична: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Rescuing 1 sources and tagging 0 as dead.) #IABot (v2.0.8.1
17-мĕш йĕрке:
 
== Биографи ==
Вăрманçă килйышĕнче, Тĕкки картунĕнче<ref name="Э" /> çуралса ÿснĕ. Паянхи кун ку картун пуррипе çукки те, вăл ăçталларах вырнаçнă пулни пирки те нимĕн те паллă мар. ([[Тутар Тĕкки]] тата [[Ирçе Тĕкки]] [[ял]]ĕсем пур, таçта çавсен еннелле пулнă пулмалла). Эсливановсен несĕлĕ хальхи [[Çĕпрел районĕ|Çĕпрел районĕнчи]] [[Чăваш Ишлĕ]] ялĕнчен тухнă çынсем пулнă<ref>[https://documentsite.net/4986819/ ГЕНЕРАЛЬНЫЙ СЛОВНИК Дрожжановской энциклопедии] {{Webarchive|url=https://web.archive.org/web/20191109025858/https://documentsite.net/4986819/ |date=2019-11-09 }}.</ref><ref>Чăваш халăх сăмахлăхĕ. VI том. Мифсемпе халапсем. Шупашкар, [[1987]]. С.419.</ref>.
 
[[Чĕмпĕр]]ти чăваш шкулне пĕтернисен йышĕнче<ref>Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.</ref> Капитолина Эсливанована тата унпа пĕртăваннисене (йăмăкĕсене) пурне те [[вырăссем|"вырăс"]] тесе палăртнă, — ытти [[историлле çăлкуç|çăлкуçсем]] урăхла çирĕплетеççĕ, "чăваш" теççĕ. Çакă, пĕр енчен, питĕ тĕлĕнмелле пек. Тепĕр енчен, кунта тĕлĕнмеллиех те çук-тăр. Мĕншĕн тесен [[1910]]-[[1911]]-мĕш çулсенчи лару-тăрăва кăтартакан пĕр документра [[Чăваш Ишлĕ]] ялĕнче [[вырăссем]] (кусене малтан асăннă) тата [[чăвашсем]] (кусене кайран асăннă) пурăнаççĕ тесе палăртнă<ref>Макаров, Валентин Федорович (1941-). [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001369.pdf Прошлое нашего края и села Алёшкин-Саплык <Текст> : краткая история села Алёшкин-Саплык <Дрожжановского района Республики Татарстан> : историко-этнографические очерки : книги первая и вторая] / Валентин Макаров. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 527 с. : ил., портр., табл.; 22 см.; ISBN 978-5-7572-0317-1 (в пер.) — 67-мĕш страницăна пăхмалла.</ref>. Çапла вара, Эсливановсен йăхăнче чăнах та "вырăс юнĕ" текенни пулма пултарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Ишлĕ ялĕнче вырăссем те пурăнаççĕ текен [[хыпар]] çук. Вырăссен тăхăмĕсем паянхи куна чăвашсем хушшинче "ирĕлсе" пĕтнĕ пулмалла. Чăваш Ишлине вырăссем килсе вырнаçасси, сăмахра, крепостла йĕркене пăрахăçланипе ([[1861]]) çыхăнма пултарнă.