Россошь: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Куҫару пуҫламӑшӗ
 
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
+Истори
15-мĕш йĕрке:
=== Чӗрчунсем ===
Хула таврашӗнче никам тӗкӗнмен вӑрмансем пуррине пула паянхи кун та [[Хир сысни|хир сыснипе]] [[хир качаки]] пек тискер кайӑксене курма пулать. Шултра вӗҫен кайӑксенчен [[Аист евĕрлисем|аистсене]], [[Хурчка йышшисем|хурчкасене]] сӑнама пулать. Хулара [[Кăвакарчăнсем|кӑвакарчӑнсем]], [[Чĕкеç йышшисем|чӗкеҫсем]] тата [[Вĕршĕн евĕрлисем|вӗршӗнсем]] тӗл пулаҫҫӗ.
 
== Истори ==
Россоше XVII ӗмӗр варринчи [[слобода]] пек никӗсленнӗ. XVIII ӗмӗрте вӑл Тевяшовсен, унтан Чертковсен пулнӑ. Хула статусне [[1923]] ҫулта РСФСР-та административлӑ-территориллӗ реформа пынӑ чухне панӑ.
 
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Россошь станцийӗ урлӑ итальянсен альп корпусне тата нимӗҫсен 24-мӗш танк корпусне таварсемпе тивӗҫтернӗ. Кунтах альп корпусӗн штабӗпе резервӗн пӗр пайӗ пулнӑ, унӑн дивизийӗсем Донӑн сылтӑм ҫыранне хӳтӗленӗ: [[Ҫӗнӗ Калитва|Ҫӗнӗ Калитвӑран]] пуҫласа [[Тури Карабута]] ҫити. Россоше ҫухатни тӑшманшӑн 250 пин ытла салтакпа офицер шутланакан нимӗҫ, венгр тата итальян ҫарӗсен ушкӑнӗн сылтӑм флангне ҫӗмӗрнипе тан пулнӑ. Станципе хулашӑн пынӑ ҫапӑҫусем стратеги тӗлӗшчен пӗлтерӗшлӗ пулнӑ; 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче хулана [[Острогожск-Россошь операцийӗ|Острогожск-Россошь операци]] вӑхӑтӗнче совет ҫарӗсем ирӗке кӑларнӑ.
 
1954 ҫулта хула шутне Евстратовски ятлӑ хула евӗр посёлока кӗртнӗ.
[[Категори:Россошь]]