Эфиопи географийӗ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
каҫӑсем
6-мĕш йĕрке:
 
== Ҫӗр пичӗ ==
Эфиопи — Африка континентӗнчи чи ҫӳллӗ ту-сӑртлӑ ҫӗршыв. Унӑн территорийӗн чылай пайне [[Эфиопи сӑртлӑхӗ]] йышӑнать, вӑл Эфиопире ҫурҫӗртен кӑнтӑралла тӑсӑлса выртать. Сӑртлӑхӑн чи ҫӳллӗ пайӗ — ҫурҫӗр енче. Кунта ҫӗршывӑн чи ҫӳллӗ вырӑнӗсем — [[Рас-Дашен]] (4620 м) тата [[Тало]] (4413 м) вырнаҫнӑ. Хӗвелтухӑҫӗнче сӑртлӑх Африкӑн чи айлӑм вырӑнӗсенчен пӗрине — [[Афар шӑтӑкӗ|Афар шӑтӑкне]] — сасартӑк татӑлса анать.
 
Эфиопи сӑртлӑхӗн анӑҫ пайӗнчи ҫӗр пичӗ сӗвекрех, анӑҫ еннелле вӑл, [[Судан]] чикки патнелле, пӗчӗк картлашкасемпе анать.
 
Эфиопи лаптӑкӗнче тӳремлӗхсем те чылай пай йышӑнаҫҫӗ. Чи калӑпӑшли ҫӗршывӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑл 1000 метр ҫӳллӗш тӳремсӑртлӑха куҫать. Вӑл Эфиопин чи шывсӑр пайӗсенчен пӗри шутланать.