Копенгагена бомбӑлани: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
2-мĕш йĕрке:
 
= Умӗнхи лару-тӑру =
XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Дани, Наполеон вӑрҫисенче нейтралитет тытнӑскер, чылай лаптӑкпа хуҫаланнӑ, сӑмахран, Норвегипе Шлезвиг-Гольштейн вӗсен аллинче пулнӑ, ҫавӑн пекех вӗсен Балти тинӗсӗнчи Зунд пролива хупласа хума пултаракан пысӑк тинӗс ҫар флочӗ пулнӑ. Наполеона хирӗҫ ҫирӗп тӑракан акӑлчансем, Раҫҫейпе тата Швеципе союзла пулнӑскерсем, ҫав вырӑнпа ирӗклӗ усӑ курма май тупассине пысӑка хурса хакланӑ. Енчен те Дани Наполеона майлӑ ҫапӑҫнӑ пулсан, Лондонра апла пуласран хытӑ хӑранӑ, Британине ытти союзниксенчен, уйрӑмах [[Санкт-Петербург|Питӗртен]], уйӑрса янӑ пулӗччӗҫ.
 
Дани ҫарӗ [[Наполеон I Бонапарт|Наполеон]] тапӑнса кӗрессе кӗтсе [[Прусси|Пруссипе]] юнашар вырнаҫнӑ кӑнтӑрти чикӗре тӑнӑ. Тӗп хулан хутлӑхӗ Копенгагенпа пӗрле хӳтлӗхсӗр юлнипе пӗрех пулнӑ. Данире пулса иртекен пулӑмсене акӑлчансем шиклӗн сӑнаса тӑнӑ. Вӗсене уйрӑмах Балти шывӗсемпе Британин кимӗ тӑвакан верфӗсене карап тума юрӑхлӑ йывӑҫа турттарни пӑшӑрхантарнӑ.
 
Дани регент-принцӗ акӑлчан-швед-вырӑс пӗрлӗхӗ ҫумне пӗрлешме килӗшмен хыҫҫӑн Лондон тӑрӑх вӑл Наполеона Дани территорийӗпе Зунда кайма ирӗк пама хатӗр пулни ҫинчен, ҫапла май британ карапӗсене чарса лартса Швецине ҫул уҫса пани ҫинчен сас-хура тухнӑ.
 
= Тапӑнса кӗме хатӗрленни =
1807 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче премьер-министр вырӑнне каярах йышӑннӑ [[Роберт Дженкинсон]] Лордсен палатинче сӑмах тухса каланӑ, вӑрттӑн депеша илнӗ хыҫҫӑн вӑл иккен [[Португали|Португалипе]] Дани Наполеона майлӑ ҫапӑҫма хатӗррине пӗлнӗ. Ҫавӑн ҫинченех ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне Каннинга хрансуспа вырӑс императорӗсем калаҫу ирттернӗ Тильзит хулинчи акӑлчан дипломачӗсем каласа панӑ.
 
Дани хрантуссем майлӑ ҫапӑҫма хатӗрленни тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен килме пуҫланӑ хыҫҫӑн хысналӑх лорчӗ [[Спенсер Персеваль]] Копенгаген ҫине тапӑнни вырӑнлӑ пулнине ӗненнӗ. Персеваль тата ҫапӑҫу хирне тахҫанах Испанирен Европӑн ҫурҫӗр пайне куҫармалли пирки калакан Каслри ҫар министрӗ пусӑхласа ыйтнипе Британири министрсен кабинечӗ 1807 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Каттегата датчансен карапӗсене сӑнаса тӑрас тӗллевпе 21 карап яма килӗшнӗ. Адмиралтейство ҫак ӗҫе пурнӑҫлама аллӑ ытла карап уйӑрса панӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчех Дани еннелле 25 пин салтака ӑсатнӑ.
 
Каннинг ҫапӑҫу ан тухтӑр тесе Данипе союзла килӗшӳ тума хатӗррине пӗлтернӗ тата 21 карапран тӑракан эскадрӑпа хӳтӗлеме шантарнӑ. Франци министрӗ Талейран вара хӑй енчен датчансенчен нейтралитета пӑрахӑҫлама, хрантсуссен ҫарне хӗҫпӑшалпа пулӑшма ыйтнӑ, апла тумасан [[Гольштейн|Гольштейна]] ҫавӑрса илме Бернадот маршала ярассипе хӑратнӑ. Ҫапла майпа Дани правительстви икӗ ҫулӑм хушшине лекнӗ.
[[Категори:Çапăçусем, алфавитпа]]