Болгaр чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Rescuing 1 sources and tagging 0 as dead.) #IABot (v2.0.8
32-мĕш йĕрке:
'''Пăлхар чĕлхи''' ({{lang-bg2|български език}}) — [[Индоевропа чĕлхисем|индоевропа чĕлхе çемьине]] кĕрекен [[славян чĕлхисем|славян ушкăнĕн]] [[кăнтăр славян чĕлхисем|кăнтăр кĕçĕн ушкăнĕнчи]] [[пăлхарсем|пăлхарсен]] чĕлхи. [[Пăлхари|Пăлхари Республикин]] официаллă чĕлхи. [[Çырулăх]]не [[кириллица]] никĕсĕпе тунă. Пăлхар чĕлхипе илемлĕ тата ăслăх [[литература|литературин]] чылай. Пăлхарла калаçакан тĕнчери мĕнпур йышĕ 2014 çул тĕлне — 9 миллиона яхăн çын.
 
Ытти чылай славян чĕлхисемпе танлаштарсан, пăлхар чĕлхинче [[аналитизм]] тарăн тымар янă: [[ӳкĕм]]сем пачах çухалнă (вĕсен функцисем [[предлог]]семпе [[сăмахсен йĕркелĕшĕ]] çине куçнă); палăртнă тата палăртман<ref name="unisofia">Софийский университет «Св. Климент Охридский», Учебные программы для специальности Болгарская филология — [http://www.slav.uni-sofia.bg/Subjects/bfmorph.htm «Современный болгарский язык. Морфология»] {{WaybackWebarchive|url=https://web.archive.org/web/20070224025744/http://www.slav.uni-sofia.bg/Subjects/bfmorph.htm |date=200702240257442007-02-24 }} (на болгарском)</ref> тата «нуллĕ» [[артикль]]пе усă кураççĕ. Славян чĕлхисем хушшинче пăлхар чĕлхинче кăна тата çывăх [[македон чĕлхи]]нче артикльсем пур.
 
Лексикăлла пăлхар чĕлхи [[чиркӳ-славян чĕлхи]]не çывăх, халиччен те [[тухăç славян чĕлхисем|тухăç славян чĕлхисенчи]] [[архаизмсем|архаикăллă]] сăмахсем пур. Историри сăлтавсене пула, пăлхар чĕлхинче [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк]] кăкĕнчен тухнă сăмахсем нумай. Вырăс чĕлхипе пăлхар чĕлхин [[лексикон]]ĕсен пĕрпеклĕхĕ [[Православи чиркĕвĕсем|чиркӳ]] витĕр тухать, стилилистика енĕпе пăлхар чĕлхине [[серб чĕлхи|серб]], [[хорват чĕлхи|хорват]] тата [[македон чĕлхи]]сем çывăхрах.