Открыть главное меню

Изменения

2997 байт добавлено ,  12 лет назад
Çĕнни: '''Муса Джалиль''' (тутарла ''Mustafa uğılı Musa Cälil'', тулли ячĕ '''Муса Мустафович Джалиль'''), — тутар сăвăçи...
'''Муса Джалиль''' (тутарла ''Mustafa uğılı Musa Cälil'', тулли ячĕ '''Муса Мустафович Джалиль'''), — [[тутар]] [[сăвăç]]и. [[1906]] çулхи [[нарăс, 15|нарăсăн 15-мĕшĕнче]] хальхи [[Оренбург облаçĕ|Оренбург облаçне]] кĕрекен Мустафино ялĕнче çуралнă. [[1944]] çулхи [[çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче]] [[Берлин]]та вилнĕ.

==Пурнăçĕ==
[[1919]] çулта комсомола кĕнĕ. [[Раççей граждан вăрçи|Граждан вăрçине]] хутшăннă. [[1931]] çулта МПУ-н литература факультетне вĕренсе пĕтернĕ. [[1931]]-[[1932]] çулсенче ЦК ВЛКСМ кăларакан ача-пăчасен тутар журналĕсен редакторĕ пулнă.

[[1939]]—[[1941]] çулсенче [[Тутар АССРĕ]]н Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн яваплă секреторĕ пулнă. 1941 çулта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Ленинградпа Волхов фрончĕсенче çапăçнă, «Отвага» (Хастарлăх) хаçатăн корреспонденчĕ пулнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче йывăр аманнă, Шпандау концлагере тыткăна лекнĕ. Концлагерьте хăйне Гумеров тенĕ. Ку вăхăтра Польшăри Едлино патĕнче нимĕç фашисчĕсем «[[Идель-Урал (легион)|Идель-Урал]]» легиона хатĕрленĕ. Вĕсене нимĕçсем Тухăçри фронта ярасшăн пулнă. Муса Джалиль легионерсем хушшинче пытанса ĕçлекен ушкăна йĕркеленĕ, тыткăна лекнисене тарма пулăшнă. [[1943]] çулхи [[нарăс]] уйăхĕнче легионăн пĕрремĕш батальонĕ пăлхав çĕклесе белорус партизанĕсем патне тарнă.

[[1944]] çулта пытанса ĕçлекен ушкăна йĕркеленĕшĕн Муса Джалиле [[Берлин]]ти [[Плётцензее]] тĕрминче [[çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче]] гильотина çинче вĕлернĕ.

==Ĕçĕсем==
Пĕрремеш ĕçне [[1919]] çулта пичетленĕ. [[1925]] çулта унăн пĕрремĕш «Мы идём» (Эпир килетпĕр) ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă.

Концлагере лекнĕ хыççăн Муса Джалиль сăвă çырма пăрахман, унта вăл 125 сăвă çырнă.

[[Категори:Тутар сăвăçисем]]

[[en:Musa Cälil]]
[[ru:Джалиль, Муса Мустафович]]
[[tt:Musa Cälil]]
15 695

правок