Тамарислу: различия между версиями

1084 байта добавлено ,  14 лет назад
== Пурнăçĕ, ĕçĕсем ==
 
[[Пирĕн эрăччен VII ĕмĕр]]чен [[сăкăтсем]] пурте пĕрле пурăннă. [[Пархисем]]пе вăрçă тухсассăн сăкăтсен пĕр пайĕ татăлса тухăçалла кайнă пулас. Тепĕр пайĕ вара пархисемпе питĕ хытă çапăçнă. Кайран пархисене [[митисем]] тапăннă. Вара пархи йăхĕсем те, сăкăт йăхĕсем пекех, авалхи чăваш йăхĕсем патне чакса кайса вĕсемпе хутшăннă. Кайран тата митисем çине [[перси]] йăхĕсем тапăнма тытăннă. Ку вăл [[пирĕн эрăччен VII ĕмĕр]] вĕçĕнче — [[пирĕн эрăччен VI ĕмĕр]] пуçламĕшĕнче пулнă. Перссем те, митисем те, пархисем те, сăкăтсем те, авалхи чăвашсен йăхĕсем те авалхи Эламран[[Элам]]ран (паянхи [[Иран]] патшалăхĕн [[Хузистан]] çĕрĕ) тухса [[Вăтам АзинеллеАзи]]нелле куçса пынă.
Сăкăтсене çĕнтернĕ пархи йăхĕсем те, пархи йăхĕсене çĕнтернĕ митисем те каярахпа [[массакетсем]] патне тарнă, пĕрле пурăнма тытăннă (Хальхи [[Чăваш Ен]]ре [[Шупашкар]]тан инçе мар [[Пархикасси]] ялĕ пур).
Перси патши [[Кир]] пархисемпе митисене çĕмĕрнĕ хыççăн [[Хĕрлĕ тинĕс]]рен [[Каспи тинĕсĕ]] таран, [[Палестина|Палестинăран]] пуçласа [[Памир тăвĕсем]] таран хуçаланма тытăнать. Вăл вара ирĕклĕ пурăнакан массакетсене пăхăнтарма шухăшланă. [[Пирĕн эрăччен 530|Пирĕн эрăчченхи 530]] çулта питĕ пысăк çарпа массакетсем çине тапăнать.
Ун чухне массакетсене Тамарислу [[амаçын]] пике патша ертсе пынă.
 
== Вуламалли ==