Рубцова Екатерина Семёновна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
39-мĕш йĕрке:
*[[Ирçе Тĕкки]]нчи шкулта вĕрентевçĕ (1915-1919)
*[[Кĕçĕн Чĕлĕм]] шкулĕнче вĕрентевçĕ (1919-1927)
Çапла вара, 17 [[çул]] хушши тăван тăрăхри шкулсенче вĕрентевçĕ пулса ĕçленĕ; кайран тăванĕ патне Камчаткăна кайнă, [[Медный утравĕ]] çинчи [[алеутсем]] патне те пырса тухнă. Ĕнтĕ тата икĕ çул иртсе кайнă. [[1929]]-мĕш çултанпа [[Чукотка автономлă округĕ|Чукоткăра]] эскимос ачисене вĕрентнĕ<ref>[http://gov.cap.ru/home/75/kultura/Музей%20Шемурша.htm Музей истории Шемуршинского района.]</ref>. Малтан [[Имтук]] ялĕнче, тепĕр [[çул]]тан [[Сиреники]]ре<ref>[http://www.ug.ru/archive/30712 Сиреники - Гора рогов] — «Учительская газета», №15 от 13 апреля 2010 года</ref>; каярахпа ытти тĕлсенче те ĕçленĕ, вăл шутра — [[Чаплино]] ялĕнче. [[1932]]-мĕш çултанпа пединститутра вĕренме пуçланă май Ленинградра пурăннă, унтан каллех каялла Чукоткăна пурăнма куçса кайнă. Пединститутра унăн вĕрентекенĕ Катерина Семёновна Сергеева (1898-1975) пулнă. К. С. Сергеева, Е. С. Рубцовăран вунă çул кĕçĕнрех, анчах та вăл маларах Одесса университетĕнче унтан тата тепĕр тĕлте вĕренсе икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, эскимос чĕлхине те пĕлнĕ, вĕсен хушшинче пурăнса та курнă<ref>[http://docplayer.ru/80711546-Yanvar-let-veniaminu-varsanofievichu-medvedevu-hudozhniku-chlenu-soyuza-hudozhnikov-rossii-1948.html Транскрипт] — 121-мĕш информацие пăхмалла</ref>. Чукоткăра чухне, Чаплино ялĕнче, Е. С. Рубцова Утатун текен [[çын]] патĕнче, [[яранга]]ра, пурăнни паллă<ref>Ятта А.В. [https://multiurok.ru/files/istoriia-chaplinskoi-shkoly-1916-2016.html История Чаплинской школы (к 100-летию со дня образования школы) 1916 – 2016 гг.]</ref>. Имтукра чухне — Аляляун текен çын патĕнче, вăл вырăсла кăштах пĕлнĕ, ял советĕнче çыруçăра тăнă.
 
Ленинградра ăслав йĕркелĕмĕнче, Ăслав Академийĕн Чĕлхе институчĕн вырăнти филиалĕнче, ăслав ĕçлевçинче тăрăшнă (Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн, [[1964]]-мĕш çулта пенсие тухичченех). Кунта ĕçленĕ çулсенче Чукоткăна командировкăна кайкаласа тăнă. Юлашки çулĕсене [[Тюмень]] хулинче пурăнса ирттернĕ. Унтах вилнĕ (13.12.1971). Вилтăприйĕ те унăн çав [[хула]]рах.