Пăлакасси: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
49-мĕш йĕрке:
== Тавралăх ==
[[Пăла (юханшыв)|Пăла]] [[юханшыв|шывĕн]] сылтăм хĕрринче, унăн кивĕ [[юханшыв юхлăхĕ|юхлăхĕн]] (''Кивĕ Пăла'' теççĕ) тăршшĕпе, вырнаçнă. Хăçан, хăш вăхăтра Пăла уннченхи кивĕ çулне улăштарса çĕнĕ юхлăхпа кайни паллă мар. Кивĕ юхлăх тĕппипех типсе ларман, мĕншĕн тесен унта ''Хăмăшлă Вар'' текен çырма юхса кĕрет. Унта-кунта ĕлекхи пĕчĕк кÿлĕсен вырăнĕсем те палăраççĕ. Çавсенчен пĕринче, ''Ăвăслăх'' текенскерĕнче ([[Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)|Çĕнĕ Ахпÿрт]] çĕрĕ шутланать), паянхи кун та [[çулталăк]]ĕпех шыв пур. Çавăн пекех ку тĕлти тепĕр кÿлле асăнни пур — ''Янтукан кÿлли''<ref>Казаков, Николай. [http://archive.ec/uPfaw Топонимика местного края.] 7-мĕш класра вĕренекенĕн ĕçĕ.</ref>. Тен, Ăвăслăх та, Янтукан кÿлли те пĕр объектах пулĕ, анчах та юлашкинчен асăнни пирки "çуркунне çеç шыв тăрать" тенĕ.
 
[[Чĕмпĕр кĕперни]]нчи ялсен [[1913]]-мĕш çулхи пичетленсе тухнă йышĕнче Пăлакасси çывăхĕнче «Илле» текен çырма пуррине асăннă<ref>[http://elib.shpl.ru/ru/nodes/9031-spisok-naselennyh-mest-simbirskoy-gubernii-1913-simbirsk-1913 Список населенных мест Симбирской губернии. [1913]. - Симбирск, 1913.]</ref>.
 
== Этимологи ==
Пĕр шутласан, "Пăлакасси" [[сăмах]]ăн пулăвĕ питĕ ансат пек: Пăла+Кас+И=Пăлакасси. Урăхла каласан, [[Пăла (юханшыв)|Пăла]] шывĕн ячĕ тĕпре тăрать теме пулать. Анчах та "Пла'''кк'''асси" форма та пур, — паянхи [[кун]] та<ref name="С" />, [[историлле çăлкуç]]сенче те<ref name="П"/>. Çавна шута илмелле. Ахăртнех, ку чăнах та ахальтен мар-тăр. [[Тĕрĕк чĕлхисем|Тĕрĕк чĕлхисенче]], — ку шутра [[чăваш чĕлхи]]нче те, — ''пулак'' (булак, болак т.ыт.те) сăмах пур. Вăл '''çăлкуç''' тенине пĕлтерет<ref name="Ф">[http://этимолог.рф/фасмер/150/Булак/ Этимология слова Булак в этимологическом словаре Фасмера.]</ref>. Хурăнташ чĕлхесенчи çавăн пек пĕр [[тымар]]тан пыракан [[сăмах]]сене [[когнатсем (лингвистика)|когнатсем]] теççĕ. [[Фасмер, Макс|Фасмер]] сăмахсарĕнче каланине шута илсен<ref name="Ф" />, "пулак" тени [[алтай чĕлхисем|алтай чĕлхисен]] шайĕнчи когнат пулни курăнать (унашкал япала тĕрĕк чĕлхисенче çеç мар, [[монгол чĕлхи|монгол]], [[калмăк чĕлхи|калмăк]] чĕлхисенче те пур).