II-мĕш Кир: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
6-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Кир II.jpg|thumb|Аслă Кир тупăкĕн çурчĕ. Пасаргад ишĕлчĕкĕсем, Иран, халĕ ЮНЕСКО Пĕтĕмтĕнчери кăнарлăхĕ шутĕнче ([[2007]]).]]
Кирăн амăшĕ [[Мити патшалахĕ|митисен]] [[Иштувегу]] (Астиага) патшин хĕрĕ пулнă. Кир вара пирĕн эрăччен 550 çулта аслашшĕне хирĕç пăлхав çĕкленĕ, виçĕ çул вăрçнă хыççăн çĕнтерӳ туяннă. Ăна çак кĕрешӳре митисен ятлă-сумлă çыннисем пулăшу панă. Çакăн хыççăн, Кир [[Иран туçийĕ]]нчи пĕтĕм çĕрĕсене пухса пĕрлештерет.
Анчах йĕркеленсе чăмăртаннă Перси патшалăхне хирĕç кӳршĕ çĕр-шывсен пĕрлĕхĕ тухнă: [[Лиди]] патши [[Кĕрĕс]], [[Авалхи Египет|Египетăн]] [[фараон]]ĕ [[Амасис II]] [[Çĕнĕ Вавилон патшалăхĕ|Çĕнĕ Вавилон]] патши Набонид . Çавах та Кир хăйĕн тăшманĕсене пĕрин хыççăн теприне çапса çĕмĕрнĕ. [[Лидия|Лиди]] патшалăхĕн тăрăнĕ [[КĕрĕсКрёз (ЛидиЛидия патши)|Кĕрĕс]] (пирĕн эрăччен 560—546 çулсем) пуян пулнă, ăна перссем [[пирĕн эрăччен 546]] çулта çĕнтернĕ. Кĕрĕс тыткăна лекнĕ, Кир ăна хăйĕн канашçĕ вырăнне лартать; перс патши хăйне парăннă çынсемшĕн аслă ырă пулнă.
[[Пирĕн эрăччен 540]] çулта (Вавилон) хирĕç тухнă. Ун чухне [[Набонид]] патша арави оазисне [[Тейма|Теймăна]] [[пирĕн эрăччен 549]] çулта тухса кайнă пулнă, хăй вырăнне ывăлне — [[Валтасар]]а хăварнă.
[[Пирĕн эрăччен 539]] çулхи юпа, 12 çĕрле [[Вавилон]], авалхи историн чаплă хули, перси çарĕсен тапăнăвне чарса тăрайман — пуçне тайма тивнĕ. Кивĕ Халалта та çакăн çинчен çырса кăтартнă. Хулана чее меслетпе туртса илнĕ. Çĕрле Вавилонпа юнашар юхан шывăн юхăмне урăх еннелле куçарнă: шывсăрланнă шыв урлă сасартăк каçса, перссем хулана кĕрсе кайнă. Кир вара Вавилон патши пулса тăрать.