Самар облаçĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
63-мĕш йĕрке:
XIX ĕмĕрĕн вĕçнелле Самарта 46 савутпа хапрăк шутланнă, вĕсенче 2,5 пин çын ĕçленĕ. Архитектура енĕпе чи пахи сăра тăвакан савут пулнă. 1880 çулта Атăл урлă Сызрань тĕлĕнче халĕ те тĕрĕс-тĕкел Александр чукун çулне туса лартнă. 1890 çулта пĕрремĕш электростанцине хута янă. 1917 çулта Самарта 90 промăçлăх предприятийĕ, механизациленĕ çăкăр савучĕ, 3,5 млн пăт тырă калăпăшлă элеватор ĕçленĕ. Хулара пурăнан халăх 150 пине çитнĕ<ref>История САмарского края.</ref>.
 
[[Вырăс революцийĕ]]пе [[Раççейри граждан вăрçи|Граждан вăрçи]] хыççăн [[Самар кĕпĕрни]]нче влаç алран ала куçнипе çыхăннă хаяр ĕçсем пулса иртнĕ. Юпан 25-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Самарта [[Совет влаçĕ|совет влаçĕ]] çĕнсе илнĕ, 1918 çулхи çĕртме уйăхĕнче [[Чехословак корпусĕ пăлханăвĕ]], çĕртмен 8-мĕшĕнче, чехословаксен хӳттипе, Самарти [[Пĕтĕм Раççейри йĕркелев пухăвĕ|Йĕркелев пухăвĕн]] пайташĕсен пайĕ [[Йĕркелев пухавĕн пайташĕсен комитечĕ|КОМУЧăн]] Вăхăтлă правительствине туса хунă, вăл Самарта совет влаçне юпан 6-мĕшĕче тавăриччен ĕçленĕ. [[Ăренпур касакĕсем|Ăренпур]] тата [[Урал касакĕсем|урал касакĕсем]] кĕпĕрнен кăнтăрĕпе рейдсем ирттернĕ, [[РХХÇ Тухăç фрончĕ|Тухăç фрончĕ]] хăйĕн вăйĕсене [[Колчак Александр Васильевич|А. В. Колчака]] хирĕç тăма хатĕрленĕ. Самар кĕпĕрнинче пурăнан халăх та тĕрлĕ еннелле куçнă. Промăçлăх центрĕсен ĕçлевçисем тата çĕр ĕçлевçисен пайĕ совет влаçне майлă тăнă пулсан, хăшпĕр ялсенчи çынсем [[Большевиксем|большевиксен]] [[вăрçă коммунизмĕ]] политикине хирĕç тăнă ([[ЧапанЧаппан вăрçи]]).
 
1928 çулта, [[РСФСР администрациллĕ-территориллĕ пайланăвен историйĕ|администрациллĕ-территориллĕ реформăсене тунă хыççăн]], Самар [[Вăта Атăл Ен]]ĕн центрĕ пулса тăнă. 1935 çулта Самара '''Куйбышев''' ята (1990 çулчен), Вăта Атăл Ене — [[Куйбышев Ен]] ята куçарнă. 1936 çул тĕлне Куйбышев енĕнче каллех реформа тунă хыççăн [[Ăренпур облаçĕ|Ăренпур]], [[Пенза облаçĕ]]сем тата [[Мордва АССР]] уйрăлса кайнă. 1943 çулта [[Куйбышев облаçĕ]]нче [[Чĕмпĕр облаçĕ|Чĕмпĕр облаçне]] кăларнă. Çак самантран Куйбышев облаçĕ хальхи чикĕсенче майлашăннă.
 
== Облаç тытамлăхĕ ==