Самар облаçĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
56-мĕш йĕрке:
 
XVII—XVIII ĕм. Самар Ен çĕр ĕçлевçисен икĕ вăрçин эпицентрĕнче пулнă. 1670 çулта Самара Степан Разин çарĕсем ярса илнĕ, 1773 çулта халăх Емельян Пугачёва хула хапхине уçнă<ref name="История Самарского края">История Самарского края.</ref>.
 
Хальхи Самар облаçĕн территорине Раççей йышне [[XVI ĕмĕр]]ĕн варринче, [[Хусан ханлăхĕ|Хусанпа]] [[Аçтăрхан ханлăхĕ]]сене [[Мускав патшалăхĕ]] çумне хушсан, кĕртнĕ. XVII—XVIII ĕмерсенче [[Вăтам Атăлçи]] çĕрĕнче çĕршыври урăх районсенчен тата ютçĕр çыннисем (сăмахран, [[Атăл нимĕçĕсем]]) килсе вырнаçнă. 1688 çулта Самара уес хули статуса панă<ref name="dt.samregion.ru"/>. [[XIX ĕмĕр]]ĕн варринченпе Самар енре экономика енĕпе аталанса кайнă, [[Самар]] Раççейри тырă пасарĕн паллă центрĕ пулса тăнă, çакна пула хулара сутă-илӳ тата промăçлăх ӳснĕ. 1850 раштавăн 6-мĕшĕнче I Николай император Тытăмлакан Сената Самар кĕпĕрнине 20 пин çынлă Самар хулинче центрне тăвас хутай çырса панă<ref name="ReferenceB"/>. 1851 çултанпа Самар — [[Самар кĕпĕрни|пĕр ятлă кĕпĕрнин]] центрĕ Самар пулса тăнă. 1856 çул тĕлне хулара 3,19 %, ялсенче — 96,81 % çын пурăннă<ref name="История Самарского края"/>.
 
== Облаç тытамлăхĕ ==