Самар облаçĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
37-мĕш йĕрке:
 
 
== Кун-çулĕИстори ==
{{main|Самар облаçĕн историйĕ}}
Самар облаçĕн историйĕ ĕлĕк-авалтан тухать, çакăн пирки археологсем тунă ĕçсем çирĕплетеççĕ. Палеолит эпохинчех кунта малтанхи çынсем тăнă вырăнсене тупнă. Бронза тата тимĕр ĕмĕрĕсенче тăнă вырăнсен шучĕ ӳссе пынă, нурăнан халăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, çĕр çинче тар юхтарнă тата ремесло ĕç-тăвăмĕпе тăрмашнă<ref name="ReferenceA">dt.samregion.ru История Самарского края.</ref>.
 
[[Тури палеолит]] тапхăрĕнче вутчулĕнчен тунă япаласене ([[Нуклеус (археологи)|нуклеусы]], çĕçĕ евĕрлĕ пластинăсем, хырмаллисем) Самар территоринчи [[Постник çырми]]нче тупнă. Чаллăпуç районĕнчи [[Сиделькино]] ялĕ çумĕнчи Маяк сăрчĕ çинче тупнă палеоантропологие кирлĕ япаласене 11,55 пин çул маларах тунă теççĕ. Çаплах, çак сăрт çинче [[мезолит]] тапхăрĕнчи сийри япаласене те тупнă. [[Елша культури|елша археологи культурин]] (Елшанка, Хĕрлĕ Çыр, Сиделькино) çынсем пурăннă вырăн [[неолит]] тапхăрĕнче пулнине палăртнă<ref>{{cite web |url = http://www.alabin.ru/alabina/exposure/expositions/archaeology_hall/ |title = Археологическая экспозиция «Бесценная россыпь эпох» // Музей им. П. В. Алабина |archiveurl = https://web.archive.org/web/20151120223558/http://www.alabin.ru/alabina/exposure/expositions/archaeology_hall/ |archivedate = 2015-11-20 }}</ref>.
 
Кайранхи пăхăр — ирхи бронза ĕмĕрĕнче (5300 — 4700 çул каярах) Самар çумĕнче [[Яма культури|яма археологи культурин]] [[R1b гаплогруппă (Y-ДНК)|R1b гаплогруппăн Y-хромосомăллă]] çыннисем пулаççĕ<ref>[http://biorxiv.org/content/early/2015/02/10/013433 Massive migration from the steppe is a source for Indo-European languages in Europe]</ref>.
 
III тата VII ĕмĕрсем хушшинчи тапхăрта [[именьково культури]]н хулашĕсемпе пурăнан вырăнсене тупнă. [[VII ĕмĕр]]те Вăтам Атăл çине [[пăлхарсем]] килсен, именьковсен палăкĕсем пĕтеççĕ. Именьковсен пайĕ пăлхарсемпе хутăшса кайнă, теççĕ, тепĕр пайĕ анăç еннелле, [[Тăнăвар]]па [[Тан]] хушшине куçса кайнă, унта вĕсем вара [[волынцево культури]]не туса хунă<ref>''Седов В. В.'' Очерки по археологии славян. {{М.}}, 1994. С. 59-63.</ref>, çак вырăнта пурăннă [[Колочино археологи культури|колочино]] тата [[Пеньково культури|пеньково]] культурсемпе пĕрлешсе кайнă, майĕпен Киев Руçĕн никĕсне хывакансем шутланаççĕ.