Самар облаçĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
42-мĕш йĕрке:
 
[[Тури палеолит]] тапхăрĕнче вутчулĕнчен тунă япаласене ([[Нуклеус (археологи)|нуклеусы]], çĕçĕ евĕрлĕ пластинăсем, хырмаллисем) Самар территоринчи [[Постник çырми]]нче тупнă. Чаллăпуç районĕнчи [[Сиделькино]] ялĕ çумĕнчи Маяк сăрчĕ çинче тупнă палеоантропологие кирлĕ япаласене 11,55 пин çул маларах тунă теççĕ. Çаплах, çак сăрт çинче [[мезолит]] тапхăрĕнчи сийри япаласене те тупнă. [[Елша культури|елша археологи культурин]] (Елшанка, Хĕрлĕ Çыр, Сиделькино) çынсем пурăннă вырăн [[неолит]] тапхăрĕнче пулнине палăртнă<ref>{{cite web |url = http://www.alabin.ru/alabina/exposure/expositions/archaeology_hall/ |title = Археологическая экспозиция «Бесценная россыпь эпох» // Музей им. П. В. Алабина |archiveurl = https://web.archive.org/web/20151120223558/http://www.alabin.ru/alabina/exposure/expositions/archaeology_hall/ |archivedate = 2015-11-20 }}</ref>.
 
III тата VII ĕмĕрсем хушшинчи тапхăрта [[именьково культури]]н хулашĕсемпе пурăнан вырăнсене тупнă. [[VII ĕмĕр]]те Вăтам Атăл çине [[пăлхарсем]] килсен, именьковсен палăкĕсем пĕтеççĕ. Именьковсен пайĕ пăлхарсемпе хутăшса кайнă, теççĕ, тепĕр пайĕ анăç еннелле, [[Тăнăвар]]па [[Тан]] хушшине куçса кайнă, унта вĕсем вара [[волынцево культури]]не туса хунă<ref>''Седов В. В.'' Очерки по археологии славян. {{М.}}, 1994. С. 59-63.</ref>, çак вырăнта пурăннă [[Колочино археологи культури|колочино]] тата [[Пеньково культури|пеньково]] культурсемпе пĕрлешсе кайнă, майĕпен Киев Руçĕн никĕсне хывакансем шутланаççĕ.
 
== Облаç тытамлăхĕ ==