Айхи Геннадий Николаевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Algeyav (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Algeyav (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
37-мĕш йĕрке:
[[1953]] çулта [[Патăрьелти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика училищи]]не пĕтерсе [[Максим Горький|А.М.Горький]] ячĕпе хисепленекен Литература институтне вĕренме кĕнĕ. Литература институчĕнче [[Светлов Михаил Аркадьевич|М.А. Светлов]] пултарулăх семинарĕнче вĕреннĕ. 1958 çулта ăна «социализмла реализм меточĕн никĕсне аркатма тăрасшăн, режима хирĕçле сăвăсем çырать» тесе институтран кăларса янă. [[Пастернак Борис Леонидович|Б. Пастернака]] итлесе вырăсла сăвăсем те çыра пуçланă, çав вăхăтрах [[Мускав|Мускавра]] юлма шут тытнă. 1961—1971 çулсенче Маяковский ячĕллĕ Патшалăх музейĕнче ĕçленĕ.
 
Хăйне евĕрлĕ вырăсла сăвăсем çырнă май тĕнче поэзийĕн чи пĕлтерĕшлĕ сăввисене чăвашла куçарас ĕçре тăрăшнă, «Франци поэчĕсем», «<nowiki/>[[Венгри]] поэчĕсем», «<nowiki/>[[Польша]] поэчĕсем» [[Антологи|антологисене]] кăларнă. Тĕнчене чăваш поэзийĕпе тата [[Чăваш литератури|литературипе]] паллаштарассишĕн, вĕсен пирки пĕлтерессишĕн нумай ĕç тунă. [[1960-мĕш çулсем|1960-мĕш çулсенчен]] пуçласа хăш-пĕр çĕршывсене вырăсла тата ытти чĕлхесене куçарнă Айхин сăввисем туха пуçлаççĕ. Раççейре вара пĕрремĕш кĕнеки 1991 çулта çеç пичетленсе тухать.
 
Г. Айхи пурнăçĕнче хăйне майлă вырăн Игорь Вулох ÿкерÿçĕ йышăннă. Вĕсен туслăхĕ 1961 çулта çуралнă. 1988 çулта пурнăç курнă Троэльс Андерсен монографийĕн умсăмахĕнче Айхин И. Вулоха халаллăнă сăввисене вулама пулать. 1997 тата 2001 çулсенче Вулохăн персоналлă выставкинче Айхипе Вулох [[Тумас Транстрёмер|Тумас Транстрёмера]] халалланă «Росчерки огня» («Вут-çулăм йăлкашăвĕсем») экспозицие йĕркеленĕ пулнă.
 
Айхи пултарулăхĕнче чăваш тата ытти Атăл енчи халăхсен фольклорĕн витĕмĕ палăрать; поэт пĕрмаях халăх ăн-сĕмĕн архетипĕсене тишкĕрет, çак пулăмăн результачĕсем унăн сăввисенче вырăн тупаççĕ. Çав вăхăтрах Айхи вырăс, европа (уйрăмах франци, нимĕç) поэзи авангарчĕн йăлисене тăсса пырать: унăн сăввисенче авангард юхăмĕн паллисем куçкĕрет паллă (сăвăсенчи хăйне евĕрлĕ пунктуаци, синтаксис, футуризмпа символизм мелĕсем).
 
 
[[2006]] çулхи [[нарăс, 21|нарăсăн 21-мĕшĕнче]], чылай хушă чирленĕ хыççăн, [[Мускав]]ра вилнĕ. Сăвăçа тăван ялĕнче пытарнă.
 
[[2006]] çулхи [[нарăс, 21|нарăсăн 21-мĕшĕнче]], чылай хушă чирленĕ хыççăн, [[Мускав]]ра вилнĕ. Сăвăçа тăван ялĕнче пытарнă.
== Çемьи ==
Геннадий Айхи ывăлĕ — [[Айхи Алексей Геннадьевич|Алексей Айхи]] — паллă [[композитор]], хĕрĕ — Вероника Айги — актриса тата виджей.