Майринк Густав: различия между версиями

Нет изменений в размере ,  1 месяц назад
 
== Кун-çулĕ ==
=== Ачалăхĕ ===
Густав Майринк [[1868]] çулхи [[кăрлач, 19|кăрлачăн 19-мĕшĕнче]] [[Вена|Венăрара]] çуралнă. Унăн ашшĕ — Карл Варнбюллера фон Хемминген патшалăх министрĕ, амăшĕ — Мария Вильгельмина Адельхайд Майер актриса, анчах та вĕсем мăшăрланман пулнă. [[1919]] çулта Майринк паллă çыравçă пулса тăрсан, Варнбюллерсем ăна çемье хушаматне илме йăлăннă, анчах та Густав сăпайлăн çакна йышăнман. Утмăл çул маларах, çав кунах, тепĕр мистика авторĕ, [[По Эдгар Аллан По|Эдгар Аллан По]] американ, çуралнă. Майринкăн [[австри]] литературинчи вырăнĕ [[АПШ|американ]] литературинчи По çыравçăн пекех.
 
Амăшĕ актриса пулнă май театр тĕнче касса нумай çӳренĕ, çавăнпа пулас çыравçăн ачалăхĕпе яшлăхĕ гастрольсенче иртнĕ. Вăл Мюнхенре, Гамбургра тата Прагăра гимназире пĕлӳ пухнă. Литература тĕпчевçисемпе Майринк биографĕсем амăшĕ ывăлне сивлек йышăннă, амăшĕн ăшшине парайман теççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хăшпĕр тёпчевçĕсен шухăшĕпе, вамп- тата демон- хĕрарăм сăнарĕсене ырлă çынсенчен лайăхрах хайланă. [[1883]] çулта [[прага]] пурнăç тапхăрĕ пуçланать.
10 266

правок