Антарктида: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
17-мĕш йĕрке:
Антарктида — [[Çĕр (планета)|Çĕр]] çинчи чи çӳллĕ [[континент]], кунти çĕр пичĕн вăтам çӳллĕшĕ 2000 м, континенчĕн варринче тăрри 4000 метăра çĕкленет. Çак çӳллĕшĕн чылайăш çĕрĕ пĕрмайах пăрпа витĕннĕ, айĕнче — континентăн çĕр пичĕ, унăн ~5 % лаптăкĕ çеç пăртан таса — ку çĕрсем Анăç Антарктидăпа Трансантарктикă тăвĕсенче: утравсем, çыран хĕр татăкĕсем, «типĕ айлăмсем» тата пăрлăх çийĕн çӳле кармашакан уйрăм ту виркĕсĕсемпе тăррисем ([[нунатак]]сем).
 
Трансантарктикă тăвĕсем, пĕтĕм материка касса иккĕне пайлакан (тĕрлĕ уйрăм пулăмлă тата геологи тытăмĕллĕ Анăçпа Тухăç Антарктиди). Тухăçĕнче çӳллĕ (чи çӳллĕ пăрлă вырăнĕ тинĕс шайĕнчен ~4100 м), пăрпа хупланнă [[Сăртлăх|плато]]. Анăç енĕ хăйсем хушшинче пăрпа çыхăннă сăртлă утравĕсен ушкăнĕнчен пухăнать. Лăпкă океан çыранĕн хĕрринче [[Антарктикă Андĕсем (тусем)|Антарктикă Андĕсем]] вырнаçнă, çӳллĕшĕ 4000 м ытла; чи çӳллĕ тӳпи — тинĕс шайĕнчен 4892 м çӳллĕшĕнче— Сентинел ту хысакĕн Винсон массивĕ. Анăç Антарктидăра континентăн чи тарăн шăтăкĕ — [[Бентли шăтăкĕ]], [[рифт]]ăран пулнă темелле. Бентли шăтăкĕн тарăннăшĕ, пăрпа тулнăскер, тинĕс шайĕнчен 2555 м аялларах пулать.
 
Антарктикăн [[пăрлăх]] хӳтлĕхĕ планетăн пысăк [[пăрлăх хӳтлĕхĕ]] шутланать, [[Гренланди]] пăрлă хӳтлĕхĕнчен лаптăкĕпе 10 хута яхăн мăнă. Кунта ~30 млн. çм³ пăр пурлăхĕ, тепĕр сăмахпа, Çĕр çинчи типçĕрĕн 90 % пулать. Пăрлăх хӳтлĕхĕ тӳпе (купол) евĕрлĕ. Пăрлăхăн вăтам хулăнăшĕ 2500—2800 м, Тухăç Антарктидăн хăшпĕр çĕрĕсенче — 4800 м. Пухăнса пынă пăрлăх хуплăвĕ [[абляци]] (аркану) тĕлнелле, континентăн çыранĕн хĕррине (Ӳкер. 3) юхать; пăр катăлса, [[айсберг]] пулса тăрать. Çул тăсăлăвĕнчи абляци калăпăшĕ — 2500 çм³.