Диван лугат ат-турк: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнĕ страница "thumb|Kashgari map «'''Дива́н луга́т ат-турк'''» ({{lang-ar|ديوان لغات الترك}} — тĕрĕк чĕлхис..."
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

14:41, 25 Юпа уйӑхӗн 2020 вӑхӑтри верси

«Дива́н луга́т ат-турк» (арап. ديوان لغات الترك — тĕрĕк чĕлхисен пуххи — тĕрĕк чĕлхисен энциклопедилле словарĕ, Махмуд ал-Кашгари (вилнĕ вăхăт: 1101-мĕш е 1126-мĕш çул) лексикограф тата филолог çырнă.

Kashgari map

Кашгар Махмучĕ пăлхар тата сувар чĕлхисем пирки

Ку ыйтупа сувар.рф сайтара (ăна культурологи кандидачĕ Алмантай Владимир Николаевич тытса тăрать) çапла каланă[1]:

<Куçару: Пăлхарсемпе сăварсем Каспиçумра

Admin - 11-мĕшĕ, сентябрь, 2012 - 22:49.

Махмуд ал-Кашгари XI ĕмĕрти хăйĕн карттинче Пăлхар хулине Каспи (Хазар) тинĕсĕ çывăхĕнче Атăл вурринчен сулахаярахра вырнаçтарнă. Сăвар хулине вара — Атăл вурринчен сылтăмалла (хальхи Дагестан территорийĕнче теме май пур).

Вăл çырса кăтартакан XI ĕмĕрти пăлхарсемпе сăварсем Византи (Рÿм) çывăхĕнче вырнаçăннă, урăхла каласан Хазарипе Дунайçи Пăлхар территорийĕнче. Хазар каганачĕ 965-мĕш çулта, Дунайçи пăлхарсен патшалăхĕ 1018-мĕш çулта арканнине шута илсен, Кашгари çавсенчен юлса Каспи çумĕнче (çавăн пекех, ахăртнех, Хура тата Азов тинĕсĕсен çумĕнче те) пурăннă сăварсемпе пăлхарсене çырса кăтартнă пек пулса тухать. Махмул ал-Кашгарие ĕненес пулсан, асăннă тĕлелле çак тахçан огур чĕлхиллĕ пулнă пăлхарсемпе сăварсем печенег тата/е огуз тата/е половццă-кыпчак (кумык-карачай=балкар ушкăнĕ) чĕлхисене куçса пĕтнĕ (маларах Дунайçи пăлхарсем те кăнтăр славян чĕлхине куçнă, авă, — анчах этнонимсем сыхланса юлнă).>

Вуламалли

  • Махмуд ал-Кашгари. Диван Лугат ат-Турк / З-А. М. Ауэзова. — Алматы: Дайк-Пресс, 2005. — 1288 с. — ISBN 9965-699-74-7.

Асăрхавсем

  1. ^ Диван Лугат ат-Турк // В. Н. Алмантай сайчĕ