Мaксвелл танлăхĕсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
29-мĕш йĕрке:
Эрстед юхăсем магнита сĕмленине асăрханă, [[Фарадей Майкл|Майкл Фарадей]] пуçĕнче магнит та электро юхăсене те сĕмлет текен шухăш çуралать. Чылай хушă экспериментсемпе апаланса, [[1831]] çулта Фарадей электро куçаракан çумĕнчи магнит [[электро юхă]] тунине асăрханă. Çак пулăма [[электромагнит индукцийĕ]] тенĕ. Фарадей «вăйсен уйĕ» ăнлава — [[Электро авăр|авăрсемпе]] [[юхă]]сем хушшинчи — хутлăха кĕртнĕ. Унăн шухăшĕсем Максвелла тĕпчевĕсенче питĕ пулăшнă.
 
Фарадей уçнисем хыççăн электромагнетизмăн кивĕ моделĕсем ([[Ампер Андре -Мари|Ампер]], [[Пуассон Симеон Дени|Пуассон]] тата ур.) тулли марри паллă пулать. Кĕçех [[Вебер Вильгельм Эдуард|Вебер]] [[инçесĕмлĕх]] теорийĕ çуралать. Анчах та çак саманта мĕнпур физика, [[Çут тĕнчери туртăмлăх саккунĕ|туртăмлăх теорисĕр]] пуçне, çывăхсĕмлĕ вăйсене кăна (оптика, термодинамика, талккăш хутлăхĕн механики тата ур.) тĕпчесе пĕлнĕ. [[Гаусс Карл Фридрих|Гаусс]], [[Риман Георг Фридрих Бернхард|Риман]] тата урăх ăсчахсем çутă электромагнит çутçанталăклă пулни пирки тавçăрса илнĕ, çавăнпа та электромагнит пулăмĕсен теорине çывăхсĕмлĕ вăйсен йышне кĕртмелле пулнă. Çак принцип Максвелл теорин уйрăмлăхĕ шутланать.
 
Хăйĕн паллă «Электричество тата магнетизм трактачĕ» ĕçĕнче ([[1873]]) Максвелл çырнă<ref>{{Кĕнеке:Максвелл Дж.К.: Избранные сочинения|страницăсем=349}}</ref>: