Неолит: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Неолит''' ({{lang-el|νέος}} — çĕнĕ, {{lang-el2|λίθος}} — чул) — çĕнĕ чул ĕмĕр, этемлĕхĕн пирĕн эрăчченхи [[пирĕн эрăччен 7 пинçуллăх|VII]]—[[пирĕн эрăччен 3 пинçуллăх|III]] пинçуллăхсенчи аталану тапхăрĕ.
 
Харпăрлас ĕçлĕхрен (пуçтару, [[сунар]]) ăсталуллă ĕçлĕхе ([[çĕр ĕçлĕхĕ]], [[выльăха ĕрчетни]]) куçнă тапхăрĕ. Чул ĕç хатĕрĕсене якатнă та шăтарнă, арланă, тĕртнĕ. Неолитра вăрман йăрăмĕ пулă тытас енĕпе меллĕ хуçалăха йĕркеленме пулăшать. Пулăна хастар тытса янтăлани, çаплах сунар ĕçĕн тупăçĕ йăха пĕр çĕртех çул хушшипех пурăнма май парать. Тĕпленсе пурăну тĕсне куçни [[керамика|керамикăн]] ăсталăхне аталантарать. Çав вăхăтрах хуласем çитĕнме тытăнаççĕ. Авалхи хуласенчен пĕри — [[Йерихон (хула)|Иерихон]]. Хăш хулисем çирĕп хӳтĕленнĕ пулнă, çак ĕнтĕ вăрçă алхаснине кăтартать. Çарсем йĕркеленеççĕ, вăрçа хатĕрленнĕ эткерсем уйрăлаççĕ.
 
Çынсем хушшинче танмарлăхĕ (кашнин хăйне евĕрлĕхĕ) ӳсет, ĕç-пуç пулăмĕн йĕрки пайланса каять, çĕнĕ технологисем вăя кĕрсе пыраççĕ. Неолит тапхăрĕнчех авалхи цивилизацисен йĕрĕсене тупма пулать. Çак самана вĕçленнине выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен, çĕр ĕçĕпе тупăçлакан хуçалăх аталанса кайни палăртать.