Свевсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Свевсем''', е '''свебсем''' ([[латин чĕлхи|лат.]] ''Suevi, Suebi''), — пирĕн эрăчченхи I ĕмерпе пирĕн эрăри [[II ĕмĕр]] хушшинче [[Эльба (юханшыв)|Эльба]], [[Майн (юханшыв)|Майн]], [[Неккар (юханшыв)|Неккар]], Тури [[Рейн (юханшыв)|Рейн]] [[юханшыв]]сен тăрăхĕнче пурăннă герман йăхĕсене пĕтĕмĕшле палăртакан [[халăх]] ячĕ. Свевсем шутне [[семнонсем|семнонсене]], [[маркомансем|маркомансене]], [[гермундурсем|гермундурсене]], [[квадсем|квадсене]] тата ытти йăхсене кĕртеççĕ.
 
Ку халăха чи малтан [[Цезарь]] асăннă. Пирĕн эрăчченхи 71-мĕш çулта вĕсем [[Рейн (юханшыв)|Рейн]] урлă каçса [[Галли]] çĕрĕнче тĕпленме шутланă. Пирĕн эрăчченхи 58 çулта вара Цезарь свевсен çарне çапса аркатнă. Лешсене [[Ариовист]] ертсе пынă пулать.
 
[[Тацит]] вара [[Балтика тинĕсĕ]]пе [[Танай (юханшыв)|Танай]] хушшинчи пур йăхсене те свев тесе шутланă. Балтика тинĕсне те вăл Свев тинĕсĕ (''Mare Suebicum'') тенĕ. Каярахпа вара свевсене ытлах асăнсах каймаççĕ. Ытларах йăхсене уйрăмшарăн асăнма тытăнаççĕ. Хăш-пĕр чухне свев тесе квадсене асăнаççĕ. Свевсенчен кайран алемансем пулса кайнă курăнать.