Филогенетика: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Филогенетика''', е филогенетика систематики, — Ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ пурнӑҫсен, хальхисен те, вилсе пӗтнисен те хушшинче эволюциллӗ ҫыхӑнусене тупса палӑртса паракан биологи систематикинчи вырӑн. Эволюционизм ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, [[Тĕс (биологи)|тӗссемпе]] йӑхсем хушшинчи пӗрпеклӗх час-часах пӗр мӑн аслашшӗсенчен пулса тухнине кӑтартать. Ҫавӑнпа та филогенетика систематики ҫирӗплетсе лартнӑ ҫыхӑнусем, час-часах тӗссен эволюциллӗ кун-ҫулне тата вӗсен филогенезне ҫутатса параҫҫӗ, организмсен турачӗсен е вӗсен пайӗсен, тӗслӗхрен, вӗсен генисенгенӗсен хушшинчи историллӗ ҫыхӑнӑвӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Филогенетикаллӑ таксономи, филогенетической систематикин логикаллӑ тӑсӑлни мар, турачӗ пулса тӑраканскер, организмсен ушкӑнӗсен классификацийӗпе, вӗсен эволюциллӗ ҫыхӑнӑвӗсен шайӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫлет.
 
Чӗрӗ организмсемпе чӗрӗ пайсен хушшинчи ҫыхӑнусен классификацийӗпе ӗҫлекен ӑслӑх вырӑнӗн систематики никӗслевҫи [[Линней Карл|Карл Линней]] шутланать. Анчах 1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче нимӗҫ энтомологӗ Вилли Хенниг шучӗпе систематика паллӑ эволюциллӗ историне мӗнле те пулин ҫывӑхрах кӑтартма кирлӗ. Ҫапла вара систематика ҫине ҫӗнӗлле пӑхса, вӑл филогенетикаллӑ систематика ят панине никӗсленӗ. Хеннига хирӗҫҫисем унпа килӗшнисене вӗсем монофилетлӑ ушкӑнсене е [[Клада|кладсене]] ҫеҫ йышӑннипе мӑнкӑмӑллӑн «кладистсем» тесе чӗннӗ. Анчах кладистсем ҫакӑпна усӑллӑ термин тесе усӑ курма пуҫланӑ, кладистла шухӑшлав систематикара ытларах вӑй илнӗ. Филогенетика систематикине хирӗҫ фенетика пулса тӑрать.