Каланăлăх: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
{{Пĕлтерĕшсем|Каланăлăх (пĕлтерĕшсем)}}
'''Калани''', — [[пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсем|пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсенчен]] пĕри. [[1920-мĕш çулсем|1920]]-[[1930-мĕш çулсем|1930]] çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче '''калав''' терминпе усă курнă. Чылай [[вăхăт]] ăна '''сказуемăй''' теесси йăлара пулнă. Вăл каланин содержанине чăнлăхпа çыхăнтарать ([[предикат|предикаци]] тăвать) тата [[пуплерĕш]]ри [[сăмах]]сене хăй тавра пĕрлештерсе тăрать. Çак сăлтава пула сказуемăя пуплерĕшĕн пĕртен-пĕр тĕп пайташĕ теме юрать. Каланире пуплерĕшĕн сăпатпа хисеп формисем палăрма пултараççĕ. Çак формăсене йышăннă [[глагол]]ăн [[подлежащи]]ĕ çук чухне те сказуемăй пулать, пуплерĕш хăй тĕллĕнех йĕркелет: ''Сан умăнта хама айăплă туятăп'' (Н.Пет.). Калани хăй пĕлтерĕшлĕ ытти пуплев пайĕсенчен те пулма пултарать: ''Çанталăк уяр. Пичче инженер. Мăнукăм тăваттăра. Çаран ян! та ян!'' (Энтип) ''Ӗç кунĕ кашни журналистăн хăйне евĕр'' (С.Пав.). Ун пек чухне каланине мĕнле те пулин предикаци пĕлтерĕшĕ пурри тăрăх (вăхăт, вырăн, хисеп, япала камăн е мĕнĕн пулни, хăш ушкăна кĕни тата ыттисем те) уйăраççĕ. Предикаци палли пуплерĕшĕн шухăш тытăмне кура пĕр сăмах çинчен тепри çине куçма пултарать. Акă прогрессиллĕ йĕркере ''Айăпли эп'' пуплерĕшĕн калани тесе ''эп'' сăмаха пăхмалла, регрессиллĕ йĕркере — ''айăпли'' сăмаха.