Юкио Мисима: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
16-мĕш йĕрке:
=== Литературăна пуçăнни, «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» ([[1946]] — [[1951]]) ===
[[1946]] çулта Мисима Камакуру вырăнĕнче пурăнакан япун литературин паллă классикĕ [[Ясунари Кавабата]] патне каять, хăйĕн «Паха пирус» тата «Вăтам ĕмĕрсем» калавĕсен алçырăвне кăтартать, пичетлеме пулăшу ыйтать. Кавабата çав вăхăтра Камакура вулавăшĕнче паллă çын пулса ĕçленĕ, «Паха пирус» калав çывăх вăхăтрах [[Танай (Юханшыв)|Танай]] «Çын» (яп. 人間?) журналра пичетленсе тухнă. Мисима хăйĕн ĕмĕрĕн вĕçичченех Кавабатăна хăйĕн вĕрентӳçĕ вырăнне хурса хисепленĕ (ăна вăл Кавабата-сан тесе ятпа хисепленĕ). Çав çултах «Гунзо» журналра Мисимăн «Тинĕс сăмсахĕ çинчен» калавĕ çут тĕнчене тухать.
Мисима 1947 çулхи кăрлачра [[Осаму ДадзайДазай]]па [[КацуитироКацуичиро КамэиКамей]] пуçтаракан пухусене çӳрет. Каласа панă май, пĕррехинче Дазай пултарулахĕ килĕшменни пирки Мисима ытла та тӳррĕн пĕлтерет. Дазай, хăйне çакăн пек чарсăр палăртнипе тĕлĕнсе кайнăскер, Мисимăна çапла: «Кунта килетĕн пулсан, эсĕ манăн кĕнекесене кăсăкланмасăрах вуламастăн пулĕ», — тесе яваплать. Ун чухнех çавăнта пулнă [[КадзуоКазуо Нохара]] Дадзай сăмахĕсене çапла та юптарса парать: "Килĕшмест пулсан, малашне эс кунта ан çӳре".
[[1947]] çулхи юпа уйăхĕнче Мисима Токио университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухать. «Япони промыçлă банкне» (яп. 日本勧業銀行?) ĕçлеме кĕме тăрăшать, экзамен тытать, анчах Мисимăна сывлăхĕ начартарах тесе илмеççĕ. Çавах, çак ăнăçсăрлăхпа ӳкенмесĕр, патшалăх квалификаци экзаменне тытать. Мисима пĕр кана император кил-çурчĕн Министерствинче ĕслет, каярах ашшĕ сĕнĕвĕпе Финанс министерствине куçать. Чиновник вырăнче пулсах, вăл литературă ĕçĕпе те хастар тăпăçланать. Мисима хăйĕн пĕрремĕш пысăк, «Вăрă» ятлă ӳнер хайлавне пичетлесе кăларать. Çак вăхăтрах вăл Фусао Хаяси çыравçăпа паллашать.
[[1948]] çулта Мисима «Паянкухи литературă» литературă пĕрлĕхне кĕрет. «Кавадешобошинша» кĕнеке пичетлĕвĕн тĕп редактăрĕ Казуки Сакамото ыйтнипе роман çырма пуçлать, анчах та вăй-хал пĕтсе çитнипе чукун çул çине ӳкет, аран çеç пуйăс айне пулса вилесрен çăлăнса юлать. Çакăн хыççăн 1948, авăн уйăхĕнче Мисима финансă Министерствинчен ĕçрен тухса каять — хăйĕн пĕтĕм вăй-хăватне вара литературă ĕçченлĕхне çеç парать.
[[1949]] утă «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» романĕ пичетленсе тухать. Роман гомосексуалисăма çырса кăтартнăшăн пĕр енчен сенсациллĕ пулать, тепĕр енчен — критиксем ăна питĕ мухтаççĕ, çапла вара Мисима Японин литературă элитине кĕрет. «Питлĕхĕн çылăх каçартăвĕ» хыççăн «Юрату ăнтăлăвĕ» (1950) тата «Чарăвлă киленĕçӳсем» (1951) çута тухаççĕ. «Чарăвлă киленĕçӳсем» роман тăрăх [[Тацуми ХидзикатаХиджиката]] [[1959]] çулта çав ятлах спектакăль лартать, çакна вара буто ташши çуралнипе çыхăнтараççĕ. Чылай ĕçĕсене сценă çинчен кăтартнине пула Мисима вăрçă хыççăнхи япун литературин пуçлăхĕ пулса тăрать. [[1951]], раштав — [[1952]], çурла вăхăтĕнче ашшĕ пулăшнипе «Асахи симбун» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ пулса Мисима çут тĕнче тавра çулçӳревне каять.
 
== Ӳт-пӳпе чун хăвал урăхлатăвĕ тата «Ылтăн хăрам» (1952 — 1957) ==