Юкио Мисима: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
11-мĕш йĕрке:
=== Вăрçă тапхăрĕнчи ([[1941]] — [[1945]]) çамрăклăх ===
Ашшĕн çирĕп кăмăлне сума сунса, Мисима [[Токио университечĕ]]н юридици факультетне вĕренме кĕнĕ, нимĕç правине тинкерсе тĕпченĕ. Ку вăхăта çыравçăн чун кăмăлĕ нимĕç романтисăм юхăмĕпе аташнă, каярахпа ĕнтĕ çак хăвал туртăмĕпе вăл [[Томас Манн]] хайлавĕсен, [[Фридрих Ницше]] философийĕн илемлĕхĕпе тарăннăн паллашнă.
[[Çурла, 15]], [[1945]] çулта Япони капитуляци йышăннă —çакăнпа Лăпкă океанри вăрçă вĕçленнĕ. Ку хурлăхлă самантра чылай çын сарăмсăр хăйсем çине ал хунă, вĕсем шутĕнче çурла, 19 Малайзире лейтенант, вăрçăччен литературă критикĕ, [[ДземейЗемей Хасуда]], пăшалпа перĕнсе вилнĕ. Мисима чун-хавалтан ăна вĕрентӳçи вырăнне хурса ăмсаннă пулнă.
[[Юпа, 23]] тиф амакĕпе тертленсе 17 çулхи йăмакĕ — Мицуко — куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать. Çак вăхăтрах Мисима хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕпе — Кунико Митани уйрăлнă. Кунико ашшĕ япони патшалăх дипломачĕ — Таканобу Митани, пиччĕшĕ — Макото Митани — Мисимăн чи çывăх юлташĕ пулнă. Кайран Кунико банкра ĕçлекен çынна качча тухать, Дзюнда Аюгава япун усламçин аккăшĕ пулать. Кунико тата Макото Митани «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» романĕнчи Соноко тата Кусано сăнарĕсенче шăранса тухаççĕ.