Золотов Пётр Терентьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
27-мĕш йĕрке:
Чĕмпĕрти ВКП (б) обкомĕ хушнипе [[Чĕмпĕр облаçĕн Çĕнĕ Кил районĕ|Çĕнĕ Кил районĕнчи]] [[Елакурă]] салинчи çĕр ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче ĕçлет. Пётр Терентьевич хистенипе-тарăшнипе [[1928]]-[[1929]] вĕренӳ çулĕ тĕлне пуш вырăнтах вĕренӳ çурчĕ, вĕрентӳçĕсем валли хваттерсем, вĕренекенсем валли пурăну çурчĕ, çавăн пекех хуçалăх çурчĕсем (сĕтел апатланăвĕ, мунча, ĕç-пултарулăх, тимĕрç лаççи) туса лартаççĕ. Шкулĕ юханшыв çумĕнче çĕр гектар вырăн йышăннă, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, шкул ачисемшен пахча пуянлăхĕсем тӳлевсĕр апат пулнă. Çак шкулта П. Т. Золотов обществоведенипе вĕрентсе, вĕрентӳ ĕçĕн ертӳçи пулса 6 çул ĕçленĕ.
 
[[1932]] çулта Петр Терентьевича [[Коммунар (хаçат)|"Коммунар"]] хаçат редакцине ĕçлеме чĕнеççĕ, унта вăл малтан секретарь, кайран явăплă редактор çумĕн ĕçĕсене туса пырать.
 
? - 1937 çулхи çĕртме уйăхĕччен Ленинградри Тухăç институтĕнче редактор-тăлмач курсĕсенче пĕлӳ пухать.
 
[[1940]] çулхи çурла уйăхĕнче ăна Чăваш патшалăх кăларăвĕнкăларăвăшĕн ертӳçи (директор) вырăнне лартаççĕ. Çак вырăнта вăл 24 çул вăй хурать: ертӳçинче — 13 çул, тĕп редакторта — 6 çул, политикăпа вĕренӳ литератури редакторĕнче — 5 çул ытла. П. Т. Золотов редакцийĕпе çĕршер кĕнеке пичетлесе кăларнă.
 
[[1958]] çулта П. Т. Золотова [[СССР]] журналисчĕсен пĕрлĕхне йышăнаççĕ. Тивĕçле канăва (пенсине) тухсан, [[Яковлев Иван Яковлевич|И. Я. Яковлев]] кăнарлăхне çутатас тĕллевпе тăрăшать, чылай хушă И. Я. Яковлев музей Канашĕн ертӳçĕ çумĕ пулса вăй парать.