Кословккă (Патăрьел районĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тэг: Пӑрахӑҫла
80-мĕш йĕрке:
Никĕсленнĕ хыççăнах ял [[Аслă Патăрьел районĕ|Аслă Патăрьел районне]] кĕнĕ. [[1935]]-мĕш çулхи [[çу, 19|çу уйăхĕн 19]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]], [[1939]]-мĕш çулхи [[нарăс, 22|нарăс уйăхĕн 22]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Чкаловски районĕ|Чкаловски районне]], [[1957]]-мĕш çулхи [[чӳк, 20|чӳк уйăхĕн 20]]-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет<ref>[http://zakupki.cap.ru/kladr/book/к.htm Чăваш Ен пурăнан вырăнсем]</ref>.
=== Ĕлеххисене аса илни ===
Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне ([[тирек]]сем, Америка [[вĕрене|вĕренисем]]) ''шкул пахчи'' теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш [[шкул]] çурчĕ пулнă. Кословккă тата [[Пăлакасси]] ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи [[вĕрентекен|вĕрентевçĕсем]] — Владимир Ильич В.И.Уруков (1913-1998) тата унăн мăшăрĕ Анастасия Александровна А.А.Урукова (1913-2010). Вăл шкула ĕлĕххи [[топографи]] [[карттă|карттисем]] çинче паян та курма май пур<ref>[http://www.etomesto.ru/tut121749/ Ĕлеххи карттăсем онлайн.]</ref>. Алкумлă, уçă верандăллă [[çурт]]. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра [[ял]] [[халăх]]не кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев [[хайлав]]ĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).
 
Ĕлеххи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — ''"ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ''. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне [[шкул]] валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем [[Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)|Кивĕ Ахпÿртре]] вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).