Краснов Александр Дмитриевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнĕ страница "'''Александр Дмитриевич Краснов''' — пĕрлĕх ĕçченĕ, халăх сывлăхне сиплессине йĕркелекенĕ<ref..."
 
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Александр Дмитриевич Краснов''' (1.11.1890, Иваново ялĕ, [[Çĕрпӳ уесĕ]], [[Хусан кĕперни]] (халĕ [[Тăвай районĕ]], [[Чăваш Ен]]) – 20.4.1952, тĕрмере) — пĕрлĕх ĕçченĕ, халăх сывлăхне сиплессине йĕркелекенĕ<ref>[http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=2434 Чувашская энциклопедия]</ref>.
 
== Биографи ==
1920 çулта Хусан университечĕн юридици факультетĕнче вĕренсе тухнă. 1928 çулта МПУ медицина факультечĕн дипломне тивĕçнĕ. 1935 çулта Ленинградри травматологи институчĕн аспирантуринче вĕренсе тухнă.
 
1906–1912 çулсенче – Хусан, Перĕм хулисенче тĕрлĕ вак ĕçсене туса çӳрет. 1912–17 çулсенче çарта хĕсметре тăрать, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать.
 
1917 çулхи утă утă уйăхĕнчен пуçласа – Хусанти чăваш çар комитечĕн председателĕ. 1918–20 çулсенче – Чăвашсен сулахай социализм комитечĕн председателĕн çумĕ, Хусан кĕпернин чăваш ĕçĕсен комиссарĕ, Хусан кĕпернинчи канашсен ĕçтăвкомĕн националлĕхсен уйрăмĕн ертӳçи, партин кĕперне комитечĕ çумĕнчи чăваш секцин бюровĕн председателĕ, РСФСР националлĕхсен ĕçесен халăх комиссариачĕ çумĕнчи чăваш уйрăмĕн çухăну пайĕн ертӳçи.
 
1920–32 çулсенче Чăваш автономи облаçĕнче яваплă ĕç вырăнĕсене йышăннă, çав шутра облаçри сывлăха сиплес уйрăмне (1920–21) тата социаллă пулăшу уйрăмне (1921–24) ертсе пынă. 1928 çултанпа – Чăваш АССР халăх сывлăхне сиплес халăх комиссариачĕн инструкторĕ тата Сĕнтĕрвăрри район пульницине ертсе пынă.
 
1938 çулта аресленĕ, 8 çуллăха ирĕкрен хăтарса ĕçпе тӳрлетӳ лагерьне янă.
 
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}