Сатур Станислав Николаевич: различия между версиями

Нет описания правки
[[1959]] çулхи [[чӳк, 5|чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче]] [[Канаш районĕ]]нчи [[Ушанар]] [[ял]]ĕнче çуралнă.
 
[[Çĕнĕ Шупашкар]]ти 14-мĕш профессипе техника училищинче вĕреннĕ. Кайран пĕлĕвне [[Чăваш патшалăх университечĕ|И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнч]]<nowiki/>ĕни историпе филологи факультетĕнче, Хусанти зонăри комсомол шкулĕнче, Мускаври строительство организацийĕсенчи ВЛКСМ райкомĕсен правиллĕ комсомол комитечĕсен секретарĕсен пĕтĕм Союзри курсĕнче, Мускаври «Профакадемия» вĕренÿ центрĕнче ӳстернĕ. Кунсăр пуçне С. Сатур хăй вĕреннĕ университетри чăваш литература кафедри çумĕнчи аспирантурăра икĕ çула яхăн вĕреннĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш стройтрестăн 46-мĕш ятарлă капăрлату управленийĕнче ĕçленĕ, çавăнтах 5 çул комсомол комитечĕн секретарĕн ĕçне ирĕклĕ майпа туса пынă, партбюро секретарĕнче вăй хунă. Комсомолăн Çĕнĕ Шупашкар хула комитетĕнче ĕçленĕ (1986 çул), КПСС хула комитечĕн пайташĕ пулма суйланă (1990 çул).
 
Аслă радиотелеграфист-эстист пулса Кабул хулинче Афган вăрçине хутшăннă (1980 çул).
323

правки