Францин Аслă революцийĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
п Andreevart страницă ятне улăштарчĕ Францин Аслă революциĕ - Францин Аслă революцийĕ: Кивӗ ятӗнче саспалли сиктерсе хӑварнӑ.
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
26-мĕш йĕрке:
9-мĕш термидор хыççăн революци пăчланмасть. Якобинсен клубне хупаççĕ, конвента чĕррĕн сыхланса юлнă жирондистсем таврăнаççĕ. [[1795]] çулта террор майлисем икĕ хутчен те конвента хирĕç Париж халăхне «çăкăр тата 1793 çулхи конституци» ыйтăвĕпе çĕкленĕ (жерминалĕн 12-мĕшĕнче тата прериалĕн 1-мĕшĕнче), анчах конвент икĕ пăлхавне те вăйпа пусарать, темиçе «юлашки монтаньяра» айăпласа вĕлерме хушать. Çав çулхи çуллах конвент çĕнĕ конституци (III çулхи конституцие) хатĕрлет. Саккун тăвакан влаçăн пĕрре мар, икĕ палатăран — пиллĕкçĕрсен канашĕ тата старейшинăсен канашĕ — тытăнса тăрать, çаплах суйлав цензĕ йĕркине йышăннă. Ӗçтăвакан влаçе директори — пиллĕк директор — аллине панă, вăл министрсене тата правительствăн провинцири агенчĕсене ĕç парса тăнă. Ӗçтăвакан канашсенче суйлавра республикăна хирĕçлисем нумай вырăн çĕнтерсе илесрен хăранипе, конвент «пиллĕкçĕсемпе» «старейшинăсен» иккĕ виççĕмĕш пайне пĕрремĕш хут конвент пайташĕсенчен илмелле тесе çирĕплетнĕ.
 
Çак виçеллĕ хушăва пĕлтерсен, Конвент «халăхăн суверенитетне» пăснă тесе роялистсем Парисра пăлхав тапратаççĕ. Ку пăтăрмах вандемьерăн 13-мĕшĕнче ([[юпа, 5]] [[1795]] ç.) сиксе тухать; конвента [[Наполеон I Бонапарт|Бонапарт]] çăлать, вăл инсургентсене картечьпе ăшалама тапач парать. [[1795]] çулăн вĕçĕнче конвент ''пиллĕкçĕрсемпе старейшинăсен канашне'' тата ''директорие'' влаç парать.
 
Кĕске хушăра [[Карно]] темиçе çар йĕркелет, унта этем пур пĕрлĕхĕн пĕтем класĕсен чи хастар, чи ĕçчен çыннисем çырăнаççĕ. Çар ретне тăван çĕшыва хӳтĕлесшĕннисем те, республика йĕркеленӳлĕхĕсене тата демократи йĕркисене пĕтĕм Европăра сарас тĕллевлисем те, Францие вăрçă чапĕпе тупăш кӳресшĕн çынсем те,çар хĕсметĕнче мала тухасшăн çынсем те тăнă.Çенĕ демократиллĕ çарта çар хисепне хăпартма кирек епле хевтеллĕ çын та пултарнă; çавăнпа ĕнтĕ сахал мар паллă çарпуçĕ ахаль салтакран ӳснĕ.