Скумин синдромĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
23-мĕш йĕрке:
[[Медицина]] ăслăхĕн тĕллевĕсенчен пĕрри – чĕре чирĕсене сиплес меслетсене эффективлăрах тăвасси, мĕншĕн тесен çак чирсене пула нумай çын сусăр юлаççĕ, çĕре кĕреççĕ. [[Кардиохирурги]] практикинче çĕнĕ меслетсемпе анлă усă курма пуçлани халиччен сыватайман мильон чирлекенсен пурнăçне тăсма тата ĕçе юрăхлă пулма майсем уçса парать. Хальхи вăхăтра чĕрен клапăн аппаратне лартасси ăнăçлă пулса пырать.
 
Чĕре хирургине нумай хушă кивĕлле терапи меслĕчĕсемпе сипленĕ хыççăн сиплев учрежденине лекнĕ амак пуснă çынсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çак чирпе аспланакансене чĕрене çав тери кăткăс операци тума сĕнни шиклентерет, мĕншĕн тесен психологи тĕлĕшĕнчен çыншăн чĕре ытти органсенчен çӳллĕрех туйăнать. Вăл [[юн]] уçласа куçаракан ахаль насос çеç мар, пурнăç шăпине тытса пыракан орган, И. П. Павлов каланă пек, «сисĕмлĕ чун органĕ».
 
Чирлĕ çыннăн [[психика|психикине]] операци умĕнхи тапхăрти [[кардиохирурги]] лару-тăрăвĕ хăйĕн пулăмĕпе экстремаллă пулнă май япăх витĕм кӳрет. Сурана каснă хыççăн чирлисен кăмăл-туйăмĕ улшăнать. Çакă кардиохирургин хăйне евĕрлĕхĕпе, организма лартнă протез ĕçлеме пуçланипе çыхăннă.