Пушкин Александр Сергеевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Eniisi Lisika
Тэг: Каялла тавăр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
28-мĕш йĕрке:
Вăл 1799-мĕш çулта, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче (çĕнĕ йĕркепе 6-мĕш çĕртме) Мускавра çуралнă. Унăн ашшĕ, [[Ӳкерчĕк:Pushkin 04.jpg|мини|слева|Ача чухнехи сăнарĕ, 1800-1802]] Сергей Львович Пушкин (1767-1848), авалхи дворян йăхĕнчен пулса тухнă. Амăшĕ, Надежда Осиповна (хĕр хушамачĕ Ганнибал) (1775-1836), Абрам Петрович Ганнибалăн (1696-1781) мăнукĕ пулнă.
Çу уйăхĕсене ача кукамăшĕ, Мария Алексеевна Ганнибал (1745-1818), патĕнче, Мускавпа юнашар Захарово салинче ирттернĕ. Кукамăшĕ вырăсла калаçма та, çырма-вулама та лайăх пĕлнĕ: ку вăл вăхăтри дворянсен
хушшинче сайра тĕл пулакан япала пулнă. Тăван чĕлхене юратма ăна кукамăшĕ тата ача пăхакан Арина Родионовна пулăшнă. Унсăр пуçне Пушкинсен кил-йышĕнче пулса иртекен çыравлăх каçĕсем ачара ирех илемлĕ çыравлăх туйăмне çуратнă. Кунта паллă çыравçăсем пухăннă, сăмах май, унăн ашшĕ те сăвăсем çырнă, куккăшĕ Василий Львович (1766-1830) Н. М. Карамзин (1766-1826) ушкăнĕн паллă сăвăçи пулнă. Черчен çулсенчех ача Ломоносовпа Жуковский, [[Мольер Жан-Батист|Мольерпа]] Бомарше, [[Вольтер]] хăйлавĕсемпе паллашать.
 
== Лицей ==