Рерих, Николай Константинович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
33-мĕш йĕрке:
Рерих 42 çул Раççейре, 20 çул [[Инди]]ре, 3 çул Америкăра, 2 çул [[Финлянди]]ре, 1 çул [[Франци]]ре, 1 çул [[Англи]]ре, 2 çул Китайра, çулталăк çурă Тибетра, 7-8 уйăх [[Монголи]]ре пурăннă.
 
1920-мĕш çултанпа тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра Рерих музейĕсем ĕçлеççĕ. Унăн идейисене, [[Агни Йога]] философилле вĕрентĕве тытса тăракан, ăна пурнăçласа пыракансен ушкăнĕ [[рерихизм]] юхăмне йĕркеленĕ.<ref>Скумин В.А. [http://biblmdkz.ru/j10_2.html Фуяма — огненный гуру-покровитель духовного человечества]// [[К здоровью через культуру (журнал)|К Здоровью через Культуру]]. — 2004. — № 10. — С. 31-34. — ISSN 0204-3440</ref>
 
== Кун-çулĕ ==
1874-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çуралнă. 1897-мĕш çулта Император ӳнер ăкадемине пĕтернĕ, 1898-мĕш çулта вара - Санкт Петербургри Император университечĕн юридици факультетне. 1901 çулта Николай Рерих [[Рерих Елена Ивановна|Елена Ивановна Шапошниковăна]] качча илнĕ. Вăл Н.К.&nbsp;Рерихшăн кил управçи анчах мар, икĕ талантлă ывăлăн - [[Рерих Юрий Николаевич|Юрийпе]] [[Рерих Святослав Николаевич|Святославăн]] - амăшĕ те, пур ĕçĕнчи юлташĕ те, ĕçлеме хавхвлантараканĕхавхалантараканĕ те пулса тăнă.
 
Н.К.&nbsp;Рерих 1901 çулта ӳнере хавхалантаракан Общество секретарĕ, 1906-мĕш çулта — ӳнер шкулĕн директорĕ, 1909-мĕш çулта Раççейри ӳнер академийĕн академикĕ пулса тăнă, 1910-мĕш çулта «[[Илемлĕх тĕнчи]]» ӳнер пĕрлешĕвне ертсе пыма пуçланă. Николай Константинович Раççейри ӳнерĕ чĕрĕлĕвĕн Обществине йĕркелекенĕсенчен тата унăн ĕçне активлă хутшăнаканĕсенчен пĕри пулнă, Раççейре ӳнер тата аваллăх палăкĕсене хӳтĕлекенсен тата сыхлакансен Обществине, тата ытти нумай пĕрлешӳсене тăван енре анчах мар, чикĕ леш енче те пуçарса ертсе пынă.
 
[[Нью-Йорк]]ра 1920-1922 сулсенче Н.К. Рерих пĕрлешӳллĕ ӳнер институтне йĕркеленĕ. Унтах, 1923-мĕш çулта, Рерих Музейĕ уçăлнă. 1924-1928-мĕш çулсенче Николай Константинович Гималай, Тибет, Монголи урлă, 1934-1935- мĕш çулсенче вара Маньчжурипе Китай урлă наука-ӳнер экспедицине йĕркелес шухăш тытать. 1942-мĕш çулта вăл пуçарнипе [[Пĕрлешнĕ Штатсем|АПШра]] Америка-вырăс культурин ассоциацийĕ йĕркеленет, Н.Рериха унăн хисеплĕ президентне суйлаççĕ.
 
1928- мĕш çулта Рерихсен çемйи Хĕвеланăç Гималайри Кулу тăрăĕнче пурăнма пуçланă. Унта «Урусвати» Гималай наука тĕпчев институчĕ йĕркеленнĕ. Анăçлă ĕçленĕ пирки вăл тĕнчипех палăрнă. 285 институтпа, университетсемпе, наука обществисемпе, медицина учрежденийĕсемпе, музейсемпе тата библиотекăсемпе çыхăну тытнă.