Романов Борис Александрович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п Викификация
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
5-мĕш йĕрке:
Вунă ачаллă кил-йышра ӳснĕ.
 
Анат Кушарти — пуçламăш, Янкасри — сакăр çул, Красноармейскинчи 11 çул вĕренмелли шкулсенче вĕреннĕ. 1965—1970 çулсенче Шупашкарти [[Чăваш патшалăх университечĕ|Чăваш патшалăх университетĕнче]] аслă пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн тӳрех [[Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ|Çĕрпӳ районĕнчи]]нчи Çавалхĕрри Кăнаш шкулĕнче ачасене [[вырăс чĕлхи]]пе литературине вĕрентме тытăннă. Унтанах çулталăклăх çар хĕсметне кайса килнĕ. [[1974]] çулхи [[авăн]] уйăхĕнче ăна Красноармейски районти «[[Ял пурнăçĕ (хаçат)|Ял пурнăçĕ]]» [[хаçат]] редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл малтан — литература сотрудникĕ, кайран — яваплă секретарь пулнă. Малашлăхлă пултарулăх çыннине республикăри çырăвçăсем те асăрханă: Красноармейскинчен [[Шупашкар]]а куçарнă — Чăваш Инçекуравĕн литературăпа драма кăларăмĕсен аслă редакторĕ пулма шаннă. Кунта вăл самай вăхăт тăрăшнă.
 
Борис Романов ача чухнех сăвăсем çырма пуçланă. Хăй 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех унăн пĕрремĕш сăвви чăваш çыравçиссен «[[Ялав (журнал)|Ялав]]» журналĕнче тухма тивĕçлĕ пулнă.