Дерипаска Олег Владимирович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
(тӳрлетӗвӗн ӑнлантарӑвне хуратнӑ)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
25-мĕш йĕрке:
1994 çулта 26-çулхи Олег Дерипаска Раççейри [[Саян алюмини завочĕ]]н ([[Хакаси]]ри [[Саяногорск]] хули) ертӳçи пулса тăрать. Раççейри чи çамрăк тĕп директор ертсе пынипе [[электролиз завочĕ]] (çĕршывра хăватлăхĕпе виççĕмĕш вырăнта) отрăслĕнче [[тухăçтăв]], технологи шайĕпе, тухăç япала пахалăхĕ тата экологи хăрушсăрлăхĕ енĕсемпе чи лайăххи пулать.
 
Тепĕр виçĕ çултан постсовет таврашĕнче пĕрремĕш вертикаллă интеграциленнĕ промыçлă компани — «[[Çĕпĕр алюминийĕ]]» ушкăнне йĕркелет, унăн тĕп варĕ [[Саян алюмини завочĕ]] пулса тăрать. Малашнелле ушкăн шутне темтĕрлĕ [[алюмини]] япалисене кăларакан Раççей алюмини комплексĕн чи тухăçлă завочĕсем (пирвайпĕрмĕш алюмини кăларакан Новокузнецк алюмини завочĕ; Таджик алюмини завочĕ; алюмини прокатне кăларакан САМЕКО, Самара хули; алюмини лентине кăларакан ДОЗАКЛ, Дмитров хули, Мускав облаçĕ, апат-çимĕç фольгине кăларакан САЯНАЛ, Раççей-Итали-АПШ пĕрлĕхлĕ завочĕ; алюмини прокатне кăларакан БКМПО, Белая Калитва хули, Ростов облаçĕ) кĕреççĕ. Тепĕр виçĕ çултан Олег Дерипаска ертсе пыракан «Çĕпер алюминийĕ» ушкăн тĕнчере алюмини шăратакансен вуннăлăхне кĕрет.
 
Каярахпа вăл [[2000]] çулта туса хунă «[[Вырăс алюминийĕ]]» компани тĕп директорĕ пулса ĕçлет, çав компани Раççейре 70 %, тĕнчепе шутласан — 10 % ытла алюмини кăларать.