Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун (тĕрленчĕк): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
24-мĕш йĕрке:
Тăван ялăн илемĕ Кĕçтене çеç мар, ытти геройсене те илĕртет. Сăмахран, «Çирĕклĕ Кӳлĕ Павăла килĕшрĕ, вăл ăна хăйĕн тăван ялне аса илтерчĕ. Инçетри Каша та, Ăксăм хĕрринче ларакан Çирĕклĕ Кӳлĕ пекех, Сĕве хĕррине вырнаçнă, вăл та ку ял пекех пысăк – кунти пекех, тăватă юнашар урам ик-виç çухрăма тăсăлать. Ăксăмĕ те варринче Сĕве пекех тарăн – пӳ ярсан пӳ çитмест. Ун леш енче вара, Кашари пекех, таçта çити çаран сарăлса выртать. Çуркунне ăна шыв илет-мĕн, çавăнпа та утти питĕ вăйлă пулать: çаранра халĕ шакăрах шупкарах симĕс утă капанĕсем лараççĕ. Вĕсен хушшинче, уçăрах вырăнсенче, ĕне, сурăх кĕтĕвĕсем çӳреççĕ. Çарана кунта пĕр хутчен çеç çулаççĕ иккен. Ун хыççăн, курăкĕ кăштах ӳссен, кĕтӳ яма пуçлаççĕ. Выльăхшăн кунта, чăнах та, ырлăх ĕнтĕ: апачĕ - ура айĕнче, шывĕ – çумра». Икĕ яла танлаштарса писатель кашни çын хăйĕн тăван ялне юратмаллине кăтартать. Çакăн пек çынсем ют вырăнта та хăйĕн çуралса ӳснĕ вырăнĕ пирки шутлама, аса илме пăрахмаççĕ, хутте ăçта та тăван ялĕн сăнне кураççĕ. Çавăнпа пĕрлех, вĕсем ытти тăрăхсене те тиркемеççĕ, Очеркра Владимир Леонтьевич хутте мĕнле ялăн та хăйĕн хакĕ, пахалăхĕ, илемĕ пуррине палăртать. Çакна çирĕплетме вăл Çирĕклĕ Кӳлĕри кашни кĕтессе тĕплĕн тата тĕрлĕ вăхăтсенче сăнласа парать. Унăн геройĕсем яла питĕ юратни ăна хулапа танлаштарнинчен лайăх курăнать: «Урамра самаях уçă. Хутран-ситрен Ăксăм енчен касă-касă çилвăштăртата-вăштăртата иртет. Вăл урампа пăшăтатса чупса иртнĕ чух унти хурăн, ăвăс, йăмра çулçисем шĕпĕл-шĕпĕл-шĕпĕл туса илеççĕ. Тӳпе уçлăхĕ çăлтăрсем таранах тап-таса, пĕр пĕлĕт татки çук. Тухăçри тӳпе тайлăмĕнче, пĕр-их йывăç пĕвĕнче çакăнса тăракан талли уйăх айккинче çеç, алса тулĕ пек пĕчĕк пĕлĕт татки курăнчĕ. Вăл, шĕвĕрскер, шуранкаскер, уйăх çинчен çил вĕçтерсе антарнă пас тусанĕ пулнăнах туйăнса кайрĕ.
 
Тĕнчене Павăл ялта темле урăхла курать. Тен, ăна чи малтан ялта курнипе çапла-и вăл? Чăнах та, хулара, икĕ енĕпе те çӳлĕ çуртсем ларса тухнă урамра, кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек машина чупакан, пиншер çын варшăнакан урамра, ни çил пăшăлтатнине илтме çук, ни тӳпене çакăн пек анлăн кураймастăн. Тĕнчен- тӳпен, çĕрĕн – шăрши те ялта ун пек маар, пачах урăхла. Павăл каллех тăван ялне аса илчĕ». Кĕçтен мĕн пĕчĕкренех хулари зоотехника факультетне вĕренме кайма ĕмĕтленсе пурăннă. Анчах та вăл хулана тухса каяссишĕн çунман, каччă тăван ялне аталантарас, унти сурăх фермин тупăшне ӳстерес тесе тăрăшнă. «Выльăх-чĕрлĕхрен пуринчен ытла вăл сурăха юратать. Ун патне Кĕçтен ачаран хăнăхнă. Çулла, ашшĕпе пĕрле, кĕтӳре те, хĕлле – витере те нумай пулнă.Уйрăмах сурăхсем пăранлама тытăннă вăхăтра. Ку вăл - сурăх ферминче чи савăнăçлă вăхăт, ăна кĕтӳçсемпе ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăна маар, вĕсен кил-йышĕ те çулталăк хушши кĕтет. Витисенче ун чух унта та кунта сурăх макăрни янрать, тин çуралнă путексен йăваш та вăйсăр, анчах çине тăрсах чĕчĕ ыйтса макăрни илтĕнет. Кĕтӳçсене пулăшма пынă хĕрарăмсем вĕсене, усăнчăк хăлхаллă та шыва чиксе кăларнă пек йĕпескерсене, умнĕсене çакнă сапунĕсем çине хурса, малтанах хутса ăшăтнă витесене йăта-йăта каяççĕ. Çынсем хыççăн, каçса кайса макăракан путекĕсене: эпĕ кунтах, кунтах, юлмастăп, тенĕ пек сас парса, амăшĕсем чупса пыраççĕ. Тепĕр пĕр-ик эрнерен вара фермăри сурăхсен хисепĕ икĕ хут ытла ӳсет: кашни сурăх таврах пĕр-икĕ путек сиккелет. Хăшĕ çĕркăмрăк пек хура, хăшĕ шап-шурă, мамăк кумкки евĕрлĕ. Хăй кăтра, чĕнтĕр тытнă пек, тытса çупăрласах килет – ытарма çук! Сиккелесе çӳрет-çӳрет те амăшĕ патне чупса пырать, сăмсине ун çилли патне тĕкет. Унтан малти урисем çине кукленсе ларать, чаплаттара-чаплаттара ĕмнĕ май, - питĕ тутлă-çке сĕчĕ! – пĕчĕк хӳрине пăлтăр-пăлтăр-пăлтăр çавăрать… Кĕтуçшăн тепĕр пысăк савăнăçлă кун вăл – çуркунне кĕтӳ пирвайхипĕрмĕш хут çерем çине тухни. Çерем сип-симĕс пулин те, курăк тăранмалăхах ӳсмен-ха унта, анчах сурăхсем, путексем, хĕлĕпе картара е картишĕнче тăнă хыççă, унта питĕ хавасланса тухаççĕ. Путĕкĕсем тата, путĕкĕсем! Пĕр чарăнми сиккелесе выляççĕ, епле ывăнмаççĕ-тĕр, шереметсем. Çитĕнме пуçланăскерсем амăшĕсене кура курăк чĕпĕткелеççĕ… Зоотехникă факультетне те Кĕçтен ачаранпах сурăхсемпе аппаланнипе, вĕсене юратнипе, малашне те выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕçлес тенипе кĕме шутланăччĕ. Институт пĕтерсен вара каллех хăйсен ялне таврăнасшăнччĕ – кунта ĕç питĕ нумай-ха. Çав сурăх кĕтӳнех пĕтĕмпех çĕнĕтсе ямалла. Атту унта ратлă сурăхсем питĕ сахал – çăм та кирлĕ чухлĕ памаççĕ, аш та. Колхоз, кĕтĕве лайăхлатас шутпа, темиçе çултанпа ĕнтĕ Кавказра е Алтайра çитĕнтернĕ ратлă такасем кӳртересшĕн тăрăшать, вĕсем вара çаплах çук-ха. Чăнах та ĕнтĕ, Çирĕклĕ Кӳлĕ кĕтĕвĕ ытти колхозсенчен чылай лайăхрах, сурăхсен шучĕ те унта самай пысăк, - халĕ икĕ пин пуçа яхăн, - анчах тухăçлăх енĕпе кӳршĕсенчен мала ытла нумаях кайман. Унта та вĕсене вăрçăччен кӳнĕ рамбулье ятлă такасенчен пуçланă йăх çеç пулăшать ‹…› Ашшĕнни пекех, Кĕçтенĕн те кĕтĕве тахçанах çĕнĕтес килет, ку ĕçе вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пуçласшăн çунатчĕ, анчах колхозра зоотехник çукки пĕтĕм ĕçе чарса тăчĕ: Петте сурăха ун ашшĕ чухлĕ те пĕлмест, вĕренсе илнĕ пĕлӳ те, опыт тени те çук унăн. Малашне акă Кĕçтен ăна хăй пуçласа ярĕ - заочнă вĕреннĕ хушăрах вăл ялан сурăхсен хушшинче пулать». Çак сыпăкпа автор ялта та тăрăшсан юратнă ĕç тупма пулнине кăтартса панă.
 
Ăслă-тăнлă çын нихçан та харама каймасть. Ун ĕçĕ яланах тупăшлă. Тепĕр тесен ваттисем: «Çынна ĕç вырăнĕ илемлетмест, çын хăй ĕç вырăнне илемлетет», - тенĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксем çакна шута илмеççĕ. Вĕсем: «Ялта ĕç çук», - тесе хулана тухса кайма васкаççĕ. Чăнах та, хăшĕ-пĕри унта хăйĕн вали лайăх, тупăшлă вырăн тупать, хăшĕсем вара çăкăр илме укçса аран пухса пурăнкалаççĕ. Ялта йăлтах çумра. Хулара вара хăвăн вали çĕнĕрен пурнăç йĕркелемелле, çул уçмалла… Шырама пĕлекен вара ялта та, хăйĕн ашшĕ-амăшĕнчен инçе те мар, ĕç тупать. Ăс пулсан çĕр çинче ĕçлесе те, кĕтӳ кĕтсе те пуйма пулать. Çынсене çак сыпăкри сурăхсемпе танлаштарма пулать. Ачасем те путексем пекех пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен пăрăнма хăраççĕ. Кайран вара вăйлăрах та ăллăрах пулсан хăйсем вали хăйсем çул суйлама ирĕклĕнеççĕ. Сурăхсем çемьерен уйрăлаççĕ пулин те кĕтӳрен тухса каймаççĕ, мĕншĕн тесен пĕччен çӳреме хăрушăрах. Çынсем вара ирĕке туйса «кĕтӳрен» те тухса кайма васкаççĕ, хутран-ситрен çеç тăван килне килкелесе çӳреççĕ. Ялта ытларах чухне ватăсем çеç тăрса юлаççĕ. Ял халăхне Çирĕклĕ Кӳлĕ кĕтĕвĕн сурăхĕсене çĕнĕтнĕ пекех çĕнĕтмелле. Урăхла каласан, ялта çамрăксем кирлĕ. Вĕсемсĕр ял пĕтет. Çамрăксем нумай пулсан ял пĕлтерĕшĕ, тупăшĕ, чапĕ, пахалăхĕ ӳсет. Çынсем вара вăрçă вăхăтĕнчи таркăнсем пек пĕрин хыççăн тепри хулана тухса каяççĕ. Очеркри геройсенчен нумайăшĕ çакăн пек çынсем шутне кĕмеççĕ.