Орфографи сăмахсарĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
2-мĕш йĕрке:
 
== Чăвашла орфографи сăмахсарĕсен кун-çулĕ ==
[[Чăваш чĕлхи]]н орфографи сăмахсарĕсем [[Октябрь революцийĕ]]ччен пулман, анчах [[орфографи]]н тĕп йĕрке виçисем [[Яковлев Иван Яковлевич|И.Я.Яковлевпа]] унăн вĕренекенĕсем кăларнă [[кĕнеке]]сенчех çирĕпленсе юлнă, вĕсем халĕ те вăйра шутланаççĕ. [[Чăваш чĕлхи]]н орфографи сăмахсарĕсем совет тапхăрĕнче çеç тухма тытăнаççĕ. Чи пирвайхипĕрмĕш орфографи сăмахсарне [[Ванеркке Николай Иванович|Н.И. Ванеркке]] хатĕрленĕ, вăл [[1926]] çулта пичетленсе тухнă. Унта пурĕ 8 пин ытла [[сăмах]] кĕнĕ. [[Сăмахсар]] çумне Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕ [[1926]] çулхи [[юпа, 2|юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче]] çирĕплетнĕ орфографи йĕрке виçисене хушса панă. Хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăмĕ [[1929]] çулта тухнă, унта пурĕ 13 пин [[сăмах]] çырса кăтартнă, анат диалекчĕн сăмахĕсемпе юнашар тури диалектра тĕл пулакан сăмахсене те кĕртнĕ, вĕсене те литература чĕлхин виçи тесе пăхнă (тĕслĕхрен, ''çытар — минтер, яш — йĕкĕт, куршĕ — пускил'' т.ыт.те).
 
Чи пысăк сăмахсар [[1963]] çулта пичетленсе тухнă (21 пин сăмах).