Петров Вениамин Филиппович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
2-мĕш йĕрке:
==Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ==
Вениамин Филиппович [[Красноармейски районĕ]]нчи [[Упи (Красноармейски районĕ)|Упи]] ялĕнче Филипп Петровичпа Елизавета Кирилловна Петровсем çемьинче çуралнă.
Пермьри медицина институтĕнче вĕреннĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерсен вăл Шупашкар районĕнчи Кӳкеç поселокĕнчи тĕп больницăна ĕçлеме килет. 60-мĕш çулсенче В. Ф. Петров Чăваш Республикинчи санитари врачĕнче те вăй хурать. Шупашкарта ĕçленĕ чухне пысăк тавракурăмлă тухтăр наукăпа кăсăкланма пуçлать. Хăйĕн пирвайхипĕрмĕш ĕçĕсене Вениамин Филиппович ытларах “[[Ялав]]” журналта пичетлеме тăрăшнă.
Пермьмри медицина институчĕн аспирантуринче ăслăлăх кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. Çавăн хыççăн В. Ф. Петров хăйĕн аслă наставникĕсем — профессорсем сĕннипе институтрах ĕçлеме юлнă. Малтанхи çулсенче вăл — санитари кафедрин заведующийĕ, доцент. [[1981]] çулта медицина ăслăлăхĕн докторĕн диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ чăваш ăсчахне Пермь облаçĕн тĕп санитари врачĕ пулма çирĕплетнĕ. 1999 çулччен Вениамин Филиппович Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас министерствин Пермьре вырнаçнă “Биомедпром” наукăпа производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕнче ĕçленĕ.
[[Петров Юрий Филиппович|Петров Юрий Филипповичăн пиччĕшĕ]].