Пăлакасси: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
122-мĕш йĕрке:
Чултан тунă [[лаша]] витипе кÿлмелли хатĕрсем усрамалли [[сарай]] халĕ те пур-ха. Чăн та, вĕсене паянхи кун пачах та урăх тĕллевсемпе усă кураççĕ. Кăшт маларах çав тĕлеллех йывăçран тунă лаша вити те (тĕрĕсрех, иккĕ те) пулнă. Унпа юнашар — конюх пÿрчĕ. Çав пÿрт чăннипе [[талăк]]ĕпех уçă пулнă, — эппин, вăл хăйне майлă ''хурал пÿрчĕ''. Ку вырăнтах [[пушар]] чухне усă курмалли хатĕр-хĕтĕр упраннă. Сăмахран, лашапа кÿлмелли урапа çинчи ал вăйĕпе ĕçлекен нассус. Çав нассусран юлнă уни-кунисем темиçе çул каялла кăна-ха фелдьдшер-акушер пункчĕ таврашĕнче выртса çÿретчĕç.
 
Пăлакасси тата [[Кословккă (Патăрьел районĕ)|Кословккă]] хушшинчи çеремлĕхре кĕске тапхăрта пĕчĕкçĕпĕчĕкке [[ипподром]] та пулнă. Ун умĕнхи [[вăхăт]]ра, кăшт маларах — [[футбол]] тата [[волейбол]] [[лаптăк]]ĕсем. Çывăхрах вырнаçнă клуба, халь пачах урăх тĕлтескере, çав лаптăксен хуçи пулнă теме май пур. Ку вырăнта вăй-хал вăййисене вылясах ĕнтĕ [[Кословккă (Патăрьел районĕ)|Кословккăри]] И.Ф.Хитров, А.Н.Долгов тата Е.Н.Долгов [[район]] шайĕнчи паллă волейболистсем пулса тăнă.
 
Хальхи [[лавкка]] тата клуб тĕлнелле [[1960]]-мĕш çулсенче тата, тен, ун хыççăн темиçе [[çул]] [[кантăр]] усрамалли вырăн пулнă. Çавна май унта [[йывăç]] тата [[тимĕр]] [[тылă]]сем те усраннă. Уçă тÿпе айĕнчех. Вăхăт çитсен ял хĕрарăмĕсем кантăра тылласа сÿс тунă. Тахăш çулхине упранакан кантăра тем сăлтавпа вут хыпса илнĕ, [[пушар]] тухнă. Çавăнтанпа вара кантăр ÿстерсе сÿс тăвассине те [[колхоз]]ра тек туса пыман.