Кословккă (Патăрьел районĕ): различия между версиями

Нет описания правки
Вылăх фермине асăннă пулсан, ''[[силос]] шăтăкĕсене'' те манса каймалла мар. Мĕнпурĕ тăваттă. Кайран вĕсене те экскаваторпа килсе хуплаттрнă. Кирпĕчрен тунă урлăмĕсене ахаль çынсем май килнĕ таран сÿтсе килĕсене илсе кайнă (апла тума никама та чарман).
 
[[Лавкка]] пирки калас пулать. Хальхи Симĕс урамри 25-мĕш çуртăн пахчи хыçĕнче, çырма леш енче пулнă. Кăнтăр еннерех — [[цистерна]], унта сутмалли [[краççын]]а усранă. Цистернăна кăштах çĕр ăшнелле чавса вырнаçтарнă, çавăнпа вăл тĕлте путăк-шăтăксем халĕ те курăнаççĕ-ха. Анчах та вăл путăк-шăтăксем (валсемпе урсем) ăна кăна мар, килти пахчасен чи аякра пулнă чиккисене те палăртаççĕ. Каярахпа пĕчĕклетнĕ пахчасен чиккисене куçарнă, анчах пĕчĕкçĕпĕчĕкке валсемпе урсем (вĕсен йĕррисем) тăрса юлнă. Пĕчĕклетнĕ пахчасен вырăнĕнче йĕркеленнĕ тĕлте, лавккаран [[хĕвелтухăç]]нерех, сĕрмелли-çунтармалли япаласен çурма [[çĕрпÿрт]] евĕр йĕркеленĕ управĕ те пулнă пĕр [[вăхăт]]ра.
 
Çав асăннă сивĕ, хутман лавккара чăн малтан С.М.Макаров ([[1903]]-[[1942]]) ĕçленĕ пулмалла. Вăл [[вăрçă|вăрçа]] кайсан — кĕске вăхăт хушши унăн ывăлĕ П.С.Макаров ([[1925]]-?) тăнă ĕç вырăнне, унтан — çак çынсен хĕрĕ тата йăмăкĕ Е.С.Макарова (Чернова) ([[1927]] çур.). Юлашкинчен асăнни вара лавккана пăрахăçличченех, ăна урăх çĕрте никĕсличченех тата ун хыççăн та пăртак вăй хунă суту-илÿре.
121

правка