Царыцино: различия между версиями

Нет описания правки
п (Removing Link FA template (handled by wikidata))
 
Царицыно кермен-парк ансамблĕ вырнаçнă 100 гектар ытла лаптăк çĕр сăртлă-çырмаллă, малтан кунта [[Кантемирсем|Кантемир]] кнеçесен [[кил йăви]] пулнă, вăл унăн хăш-пĕр палли курăнать. Парк ансамблĕн территорине çурçĕр-хĕвелтухăçран тата кăнтăр енчен икĕ тарăн çырмапа, хĕвеланăç енчен — [[Царицыно пĕвисем]]пе, хĕвелтухăç енчен — оранжерейă комплексĕпе чаракланать.<ref name="Царицыно1">{{кĕнеке|автор=Минеева К. И.|пуçелĕк=Царицыно. Дворцово-парковый ансамбль|вырăн=М.|издательство=Искусство|çул=1988}}</ref><ref name="Царицыно2">{{кĕнеке|автор=Сергеев И. Н.|пуçелĕк=Царицыно. Страницы истории|вырăн=М.|издательство=Мир книги|çул=1993|isbn=5-7043-0489-3}}</ref>
 
Царицыно «вырăс готики» ([[Псевдоготика|псевдоготика]]) ятлă архитектурăн палăкĕ шутланать; император резиденцине тăвас ĕç-пуçра 20 çул хушши çав вăхăтри икĕ чаплă архитектор — [[Баженов Василий Иванович|Василий Баженов]] тата [[Казаков Матвей Фёдорович|Матвей Казаков]] вăй хунă.<ref name="Золотое Царицыно">{{кĕнеке|автор=Егорычев Виктор.|пуçелĕк=Золотое Царицыно. Архитектурные памятники и ландшафты музея-заповедника «Царицыно»|вырăн=М.|издательство=Трэвел-Дизайн/ГМЗ «Царицыно»|çул=2008|isbn=5-903829-04-0}}</ref> Царицыно — [[XVIII ĕмĕр]]ти Европăри чи пысăк псевдоготика çурт-йĕр тата çак стильпе ăсталанă пĕртен-пĕр кермен комплексĕ.<ref name="Золотое Царицыно"/> Кермен-парк ансамблĕн уйрăмлăхĕ вырăс çурт ăсталăхĕнче çĕнĕ тĕл пуçарать: малтанхи Раççей империн тĕрле çĕрĕсенче XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче тата XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Царицино илемĕн сĕмĕпе чылай кермен туса лартнă.<ref name="Власть">{{статья|автор=Толстова Анна.|пуçелĕк=Мы создали ещё один курьёз. Интервью с Д. Швидковским, ректором МАрхИ|каçă=http://www.kommersant.ru/doc.aspx?DocsID=804655|кăларăм=[[Власть (журнал)|Коммерсантъ-Власть]]|çул=2007|номер=36}}</ref>
 
Царицыно ансамбльне хайласа хăйне манса кайсах ĕçленĕ чаплă<ref>{{кĕнеке|пай=Баженов Василий Иванович|пуçелĕк=Новая российская энциклопедия|яваплă=Под ред. А. Д. Некипелова|вырăн=М.|издательство=Энциклопедия, Инфра-М|çул=2005|том=2|страницăсем=788|isbn=5-94802-009-6}}</ref> тата урăх ăстасем пек мар<ref>{{кĕнеке|пай=Баженов Василий Иванович|пуçелĕк=Большая советская энциклопедия|яваплă=Под ред. А. М. Прохорова|кăларăм=3-мĕш кăл.|вырăн=М.|издательство=Советская энциклопедия|çул=1970|том=2|страницăсем=519}}</ref> çурт ăстишĕн В. И. Баженовшăн çак ĕç-пуç пурнăçри йывăр инкек-хуйхи пулса тухать<ref name="Баженов">{{кĕнеке|автор=Пигалев В. А.|пуçелĕк=Баженов|вырăн=М.|издательство=Молодая гвардия|çул=1980|сери=ЖЗЛ}}</ref><ref name="Баженов2">{{кĕнеке|автор=Разгонов С. Н.|пуçелĕк=Василий Иванович Баженов|вырăн=М.|издательство=Искусство|çул=1985|сери=Жизнь в искусстве}}</ref>.
== Царицыно ансамблĕн кун-çулĕ ==
=== Царицынăн малтанхи вырăнĕ ===
Царицыно ята куçнă вырăн малтан, [[XVI ĕмĕр]]ĕн вĕçĕнче [[Годунова Ирина Фёдоровна|патша арăмĕ Иринăн]], [[Борис Годунов]] йăмăкĕн тăван енĕ пулнă, кунта ''Богородское'' чиркӳллĕ ял ларнă пулнă. Ӗлĕкхи çурт-йĕр пирки пĕлтерекен документсем упранса юлман, çапах та [[1982]] çулта археологи ĕçĕсене ирттернĕ чухне Тури Царицыно пĕви патнелле пыракан [[пандус]] пусмин юлашкине тупнă, вара çак ĕлĕкхиĕлĕххи пусма Годуновсен кил йăви е сунар карти шутĕнче пулнă теме те юрать. [[Смутное время]] тапхăрта Ирина Годуновăн çурт-йĕрне пĕтернĕ, çак çĕр пушанса кайнă, анчах та Годуновсем хуçаланнă чухнехи пĕвесем кăна юлнă.<ref name="Царицыно1"/>
 
[[1633]] çулта Хура Пылчăк (''Чёрная Грязь'') пуш вырăна (Богородское çапла ята куçнă) [[Стрешневсем|Стрешнев]] боярсем, Романов ăрăвĕн пĕрремĕш патшин [[Михаил Фёдорович|Михаил Фёдоровичăн]]ăн арăмĕн тăванĕсем ярса илнĕ. [[1684]] çулта Иван Фёдорович Стрешнев пуяр Хура Пылчăк яла хăйĕн мăнукне, Алексей Васильевич Голицына ([[Голицын Василий Васильевич|Василий Голицын]] кнеçĕн ывăлне, [[Софья Алексеевна (патша хĕрĕ)|патша хĕрĕн Софьйăн]] фаворитне) парнеленĕ.<ref name="Царицыно2"/>
 
=== Царицыно Аслă Екатерина тапхăрĕнче ===
121

правка