Цукиока Ёситоси: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
58-мĕш йĕрке:
Унăн пултарулăхĕ икĕ тапхăра кĕртсе илет — феодаллă Японине тата хальхи Японин пĕрремĕш çулĕсене, Мэйдзине çĕнетсе влаçа тавăрса пани хуççăн.
 
Ытти нумай япон çыннисем пекех вăл та ытти тĕнчерен килекен çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланнă, анчах, вăхăт иртнĕ çемĕн, ăна ытларах та ытларах япон культури хăйĕн чылай традици енĕсене çухатни хумхантарнă, вĕсен хушшинче йывăç çинче каснă гравюран ĕлĕкхиĕлĕххи мелĕсем те пулнă. Япони ÿнер ĕçĕсене пичетлеме хĕвел анăç мелĕсене — фотографипе литографине йăлана кĕртнĕ чухне, вăл ĕлĕк-авалхи мелпе ĕçленĕ. Япони хăйĕн авалхи йăлисенчен çухатса пынă çемĕн вăл пĕччĕн тенĕ пекех вĕсене упраса хăварнă, Укиё-э ÿнер ĕçне çĕнĕ шайа хăпартнă.
 
Ӳкерçĕ вилĕмĕ хыççăн унăн чапĕ хĕвел анăçĕнче те, Японире те ÿссе пынă, хальхи вăхăтра вăл пул çĕрте те хăй вăхăтри чи пултаруллă ÿнерçĕ шутланать.